«Хаклă ентешĕме пулăшмасăр чăтаймарăм...»

Шăмăршăра пурăнакан Гелия Хамдеева çак кунсенче хăй машинипе Мускаври Вишневский ячĕллĕ çар госпитальне çитсе килчĕ. Кунта Патирек çамрăкĕ, ятарлă çар операцийĕнче аманнăскер, сипленет.

- Ентешĕм йывăр аманнине пĕлсен пĕр тăхтамасăр инçе çула кайма хатĕрлентĕм, - каласа парать «кĕмĕл» волонтер. - Амăшĕ, чирлĕ аппăшне пăхаканскер, паллах, хăй çула тухаймасть. Çавăнпа та ку ĕçе хам çинех илтĕм. Аманнăскере те, çывăх çыннисене те мораль тĕлĕшĕнчен пулăшу кỹресси пирвайхи тивĕçĕм тесе шутларăм.

Гуманитари япали нумай пухăннă: памперс (240 шт, 150-шне Патирекри ырă сунакан çын панă), пĕр хутчен усă курмалли пеленка (420 шт), çỹхе нуски (56 мăшăр), аялти йĕм (100 шт), пир-авăртан çĕленĕ çар футболки (10 шт), шорты (3 шт), «шăмă» минтер (25 шт), нỹрĕ салфетка (3 коробка), вĕр çĕнĕ коляска (Васанти СВО ветеранĕ Николай Тихонов панă), сигарет (3 упаковка), тапочки (20 шт), туалет хучĕ (50 шт), пижама (3 шт), çавăн пекех мандарин, мăйăр, кăлпасси, конфет тата ытти хатĕр.

Çак япаласене туянма Гелия Керимулловна, паллах, хăй нухратне сахал мар тăкак- ланă, ывăлĕ заправка валли укçа куçарнă. Сăваплă ĕç пĕрлехи ĕçе çаврăннă. Уйрăм çынсем - Софья Хамдеева, Минзифа Хуснутдинова, Игорь Севрюгин, Николай Тихонов, Татьяна Фадеева, Людмила Саландаева, Мордвиновсен çемйи, Шăмăршă пасарĕнче сутакансем, Г.Хамдеева хăй йĕркеленĕ - «Йолдыз» тата «Кызлар-йолдызлар», çавăн пекех «Ял хĕрарăмĕсем», «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» , «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!», «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕсем, район больницин, округ администрацийĕн ĕçченĕсем гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлеме пысăк тỹпе хывнă.

- Хỹтĕлевçĕмĕрпе тĕл пултăм. Вăл питĕ савăнчĕ, сывлăхĕ лайăхланса пыни çинчен пĕлтерчĕ. Тăван çемйине, ял-йыша, округ çыннисене салам каларĕ, хăйне тата ытти салтака пулăшнăшăн чунтан тав турĕ, - пĕлтерчĕ хастар хĕрарăм.

Çапла, вĕри чĕреллĕ волонтерсен пуçарăвĕ, йышпа кăтартнă пархатарлăхпа пĕрлĕх аманнисене - сипленме, çапăçу хирĕнчи салтаксенче чун çирĕплĕхне ỹстерме ырă витĕм кỹреççĕ. Çакăнта ĕнтĕ халăх патриотизмĕн сỹнми хăвачĕ. Çак хăват пирте нихçан та ан иксĕлтĕрччĕ...

Зинаида ВОРОБЬЕВА.



08 мая 2026
11:49
Поделиться