«Халь ĕçпе чапа тухар-и Савнă çĕр-шывра!»

«Халь ĕçпе чапа тухар-и  Савнă çĕр-шывра!»

ЭРНИПЕХ çумăрлă та тĕксĕм çанталăк тăнă хыççăн майăн 1-мĕшĕнче тинех сар хĕвел кулса ячĕ, хăйĕн ăшă шевлисене хĕл ыйхинчен вăраннă çут çанталăка чĕрĕлсе илемленме пĕр шелсĕр парнелерĕ.

Тахçантанпах кĕтетпĕр эпир сана, çут хĕвелĕмĕр! Çĕр ĕçченĕ хире тухма васкать, çанталăк уяртасса тỹсеймесĕр кĕтет.

...Шăмăршă округ администрацийĕ умĕнчи тĕп лапама субботник вăйĕпе тасатса илемлетнĕ, халĕ кунта хулари пекех туйăнать. Çакна Май уявĕсене тăван тăрăха хăнана килнĕ ентешсем те савăнсах палăртаççĕ. «Эх, фонтан ĕçлесе кайсан - тата та илемлĕрех пуĕччĕ!» - тенине те илтрĕм.

 «Чечек ытларах акса-лартса çитĕнтермелле, Шăмăршăн тирпей-илем енĕпе ирттерекен республика конкурсне хутшăнмалла!» - сĕнеççĕ теприсем.

Кăçал Василий Никифоров генерал паркне хулари пек хăтлăх кĕртме палăртни çинчен каларăм та: «Мухтанмастăр-ши эсир, «упине тытмасăр тирне сỹме» васкамастăр-ши?» - çапла чеен кăна кулса шỹтлекен те тупăнчĕ.

Çук, пĕрре те мухтанмастпăр. Акă майăн 1-мĕшĕнче пуçару проекчĕпе Шăмăршăра Совет Союзĕн Геройĕн Виталий Уруковăн палăкне юсама пуçăнчĕç. Округри кашни ялтах мĕнле те пулин ырă ĕç тума тăрăшаççĕ.

ĔÇЧЕН те пултаруллă çынсем - Шăмăршă тăрăхĕн мухтавĕ. Майăн 1-мĕшĕнче тĕп лапамра 2026-çулта округри Хисеп хăми çине кĕме тивĕçлĕ пулнисене чаплă лару-тăрура чысларăмăр. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, чăн малтан 2025-çулта çак пысăк хисепе тивĕç пулнисене хĕрỹллĕн саламларăмăр, кашнийĕ хăйĕн сăн ỹкерчĕкне парнелĕх илчĕ.

Чун-чĕрене хумхантарса Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Шăмăршă округĕн Гимнĕсем янăрарĕç.

Савăнăçлă мероприятире Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Шупашкарта пурăнакан çыннăмăрсен ентешлĕхĕн председателĕ Радимир Егоров, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев сăмах каларĕç, пурне те Май уявĕпе тата халăх хисепне тивĕç пулнă ятпа ăшшăн саламларĕç.

... ХИСЕП ХĂМИ çинче эпир пурсăмăр та лайăх паллакан, вĕсен ĕçне пăхсан - чун савăнакан 16 çын сăн ỹкерчĕкĕ. Çак пысăк чыса кăçал Шăмăршăри Константин Гришняков уйрăм предприниматель, «Туслăх» спорт шкулĕнчи Александр Егоров тренерпреподаватель, пушар чаçĕн водителĕ Эдуард Иванов, «Россельхозбанк» АО Шăмăршăри офисĕн управляющийĕ Галия Идрисова, Анат Чаткасри Елена Пондякова фермер хуçалăхĕн управляющийĕ Григорий Кашкоров, Кивĕ Чукалти Иван Кувайский уйрăм предприниматель, Шăмăршă район больницин врачĕ Олег Львов, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорĕ, округ Пухăвĕн депутачĕ Эльвира Можаева, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнчи Баскак участок лесничествин патшалăхăн аслă инспекторĕ Сергей Павлов, Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер хуçалăхĕн тракторисчĕ Василий Стрижов, Шăмăршă лесничествин ПХС начальникĕ Петр Тускаев, Шăмăршă вăтам шкулĕн учителĕ Ирина Хафизова, Кивĕ Чукал ял библиотекин заведующийĕ Татьяна Чамеева, «Васкавлă пулăшу» учреждени фельдшерĕ Сергей Яковлев, Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ Татьяна Яковлева тата социаллă тивĕçтерỹ центрĕн специалисчĕ Алевтина Якушова тивĕçрĕç.

... ХАКЛĂ юлташăм! Енчен те, Шăмăршă ялне килес пулсан, эсĕ тĕп лапама çитсе курма тăрăш, Хисеп хăми çине кĕртнĕ хастар та пултаруллă çынсен сăн ỹкерчĕкĕсене курса савăн.

Ив.САЛАНДАЕВ.



08 мая 2026
11:27
Поделиться