Хирпе утатчĕ орденлă бригадир
ÇĔНĔ ТĂРĂН ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Никифоров çар службине 1937- çулта тăнă. 1941-çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан малтанхи кунах хаяр çапăçăва кĕнĕ. Александр Никифоров сержант стрелок взводĕнче - отделени командирĕ, каярахпа взвод командирĕ пулнă. Тăван çĕр-шыв унăн паттăрлăхне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата темиçе медальпе хакланă.
Вăрçă хыççăн Александр Петрович нумай çул хушши Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенчи Киров ячĕллĕ колхозра уй-хир бригадин бригадирĕнче ĕçлерĕ, хăй хыççăн ялта ырă ят хăварчĕ.