«Ирçе халăхĕн ятне ямарăм»
ИРÇЕ ТĔККИ ялĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 42 çын тухса кайнă, 34-ĕшĕ каялла таврăнайман. Нумайăшĕ орден е медаль илме тивĕçнĕ. Çак паттăрсенчен пĕри - Николай Никоноров - Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ тата темиçе медаль кавалерĕ.
Николай Никоноров сержант фронтра 158-мĕш гварди стрелок полкĕнче отделени командирĕ пулнă. Йывăр аманнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн каллех строя тăнă.
«Ирçе халăхĕн ятне ямарăм, нумай фашиста тĕп турăм, - çапла çырнă Никоноров ашшĕпе амăшĕ патне янă çырура. - Эпир Германие çитетпĕрех!»
Тăван ялне çĕнтерỹпе таврăнсан Николай Фролович нумай çул хушши Шăмăршă ял Совет председателĕнче ĕçленĕ. Мирлĕ ĕçри хастарлăхшăн ăна Тăван çĕр-шыв Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата медальсемпе чысланă.
И.МИХАЙЛОВ.