Кадрсем - тĕп вăй

2032-ÇУЛЧЧЕН Чăваш Республикин экономикине 76 пин ытла çĕнĕ работник кирлĕ пулать. Уйрăмах продукци тирпейлекен промышленноçра, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентỹре, ял хуçалăхĕнче çамрăк вăй кирлĕ.

Экономикăна кадрсемпе тивĕçтерес ыйту Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн çак кунсенче пулса иртнĕ анлă ларăвĕнче тĕп вырăнта тăнă.

Ларăва уçнă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев кадр ыйтăвĕ паян çĕр-шывăн экономика хăрушсăрлăхĕпе тата технологи аталанăвĕпе уйрăлми çыхăннине палăртнă.

«Кадрсем» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн тата Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнине пурнăçласа, кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕччен экономика отраслĕсене 2036-çулчченхи тапхăр валли кадрсемпе тивĕçтермелли стратеги туса çирĕплетеççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - ĕç рынокĕн ыйтăвĕсене шута илесси тата малашлăхра кирлĕ пулакан специалистсене халех вĕрентсе хатĕрлесси.

Чăваш Республики ĕçсĕрлĕх кăтартăвĕсемпе çĕр-шывра чăн хыçалти вырăнсенчен пĕринче тăрать. 2025-çулта пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,7 процентпа (çĕр-шывра - 2,2 процент) çеç танлашнă. Анчах та экспертсем республикăра ĕç резервĕсем чакса пынине çирĕплетеççĕ. Çывăх 7 çул хушшинче сахалтан та 40 пин рабочи вĕрентсе хатĕрлемелле. Уйрăмах пире профессиллĕ вăтам пĕлỹ илнĕ квалификациллĕ специалистсем çитмеççĕ.

Бизнес нушисене тивĕçтернĕ çĕрте тĕллевлĕ (целевой) вĕрентỹ паллă вырăн йышăнать. 2025-2026-вĕренỹ çулĕнче республикăри аслă шкулсене 857 тĕллевлĕ вырăн уйăрса панă. Шел пулин те, 456 çамрăка çеç вĕренме йышăннă. 2026-çултан пуçласа вара конкретлă ĕç паракана квота уйăрса пама тытăнаççĕ: тĕллевлĕ вĕренме ятăн пулсан, кайран ăна ĕç вырăнĕпе те тивĕçтер. Çакă çамрăк кадрсене çирĕплетсе хăварма пулăшмалла. Паллах ĕнтĕ, специалистсене пурăнмалли вырăнпа та тивĕçтерме тăрăшмалла.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

 



15 мая 2026
15:14
Поделиться