Маммограф ĕçлерĕ
Майăн 5-8-мĕшĕсенче Шăмăршă район больницин территорийĕнче республикăри клиника онкологи диспансерĕн куçса çỹрекен маммографĕ ĕçлерĕ. Диспансеризаци тухакан хĕрарăмсем, черет тăрсах, кăкăр парне (молочные железы) тĕрĕслеттерчĕç. Вĕсене асăннă медицина учрежденийĕн рентгенолаборанчĕ Марина Гаврилова йышăнчĕ, чи «сисĕмлĕ» аппаратурăпа кăкăрсене икĕ проекципе тĕплĕн тĕрĕслерĕ.
ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн 2025-çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче старт илнĕ «Сывлăх патне - утăм» проекчĕ республика - çав шутра Шăмăршă округĕн - гражданĕсен сывлăхне тимлĕхре тытни куç кĕрет.
З.СВЕКЛОВА.