Çăмăл атлетсем ăмăртрĕç
Шăмăршăри хыр вăрманĕнче округри шкулсенче вĕренекен çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ пулчĕ. Ăна 2025-2026-мĕш вĕренỹ çулĕнчи Спартакиада шучĕпе йĕркелерĕç.
Мероприяти физкультурăпа спорт çамрăк ăрура анлă сарăлнине çирĕплетрĕ.
2014-2015-çулсенче çуралнă арçын ачасенчен - Шамиль Садыков (Палтиел вăтам шкулĕ), Максим Якушовпа Дмитрий Байкалов (Шăмăршă ВШ), çак ỹсĕмри хĕрачасенчен Кира Кузьмина (Палтиел ВШ), Алина Федорова (Карапай Шăмăршă ВШ), Анна Кашкрова (Шăмăршă ВШ) малти вырăнсене йышăнчĕç.
2012-2013-çулсенче çуралнă арçын ачасенчен - Константин Трофимова, Даниил Шамеева, Станислав Бибукова (Шăмăршă ВШ), çак ỹсĕмри хĕрачасенчен Ульяна Ястребовăна (Шăмăршă ВШ), Карина Поляковăна (Карапай Шăмăршă ВШ), Ульяна Антоновăна (Палтиел ВШ) çитекенни пулмарĕ.
2010-2011-çулта çуралнă арçын ачасенчен - Константин Гладков (Шăмăршă ВШ), Данил Мутов (Палтиел ВШ), Дмитрий Брусов (Шăмăршă ВШ), çак ỹсĕмри хĕрачасенчен Анастасия Васильева, Рушания Хамдеева, Ангелина Макарова (Шăмăршă ВШ) мала тухнă.
2008-2009-çулсенче çуралнă арçын ачасенчен Тимур Степанов (Карапай Шăмăршă ВШ), Ранил Сейфутдинов (Палтиел ВШ), Артем Савельев (Карапай Шăмăршă ВШ), çак ỹсĕмри хĕрачасенчен Ильнара Тарамасова, Радиле Идрисова, Радиле Сафиуллова (Палтиел ВШ) çĕнтерчĕç.
В.АНТОНОВ,
Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн директорĕн заместителĕ.