Нимĕç самолетне çапса антарнă
ЯЛТИ чи хисеплĕ çынсенчен пĕриччĕ вăл. Капитон Корниловича час-часах шкул ачисемпе тĕл пулма чĕнетчĕç, вăрçă çинчен каласа пама ыйтатчĕç. Аса илмелли вара фронтовикăн нумай пулнă.
Хĕрлĕ Çар ретне Капитон Столяров 1942-çулхи апрель уйăхĕнче тăнă, Козельск хули патĕнчи хаяр çапăçура вăрçă чăнлăхне пĕрремĕш хут курать. Салтаксем çакна: «Боевое крещение», - тенĕ.
1942-çул вĕçĕнче Столяров çапăçакан артиллери полкне Сталинград хулине хỹтĕлеме куçараççĕ. Капитон зенит пулеметчикĕ пулса тăшмана вут-çулăмпа «ăшалать». Шăпах çавăн чухне ĕнтĕ вăл нимĕç самолетне пулеметпа персе антарать. Хăйне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланине Капитон Столяров госпитальте çеç пĕлет.
Госпитальтен сывалса тухсан Капитон Столяров 3-мĕш гварди артиллери дивизийĕн йышĕнче Смоленск, Витебск, Орш, Вильнюс, Каунас хулисене тăшман аллинчен туртса илнĕ çĕре хутшăнать. Германи çĕрĕпе салтак аттипе утса тухать, Кенигсберг хулине штурмланă чух паттăрлăх кăтартать.
Хĕрлĕ Çăлтăрсăр пуçне, Тăван çĕр-шыв Капитон Корниловича Аттелĕх вăрçин 1-степень орденĕпе, «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» тата ытти медальпе чыслать.
Капитон Корнилович тăван яла 1945-çулта çĕнтерỹпе таврăнать, мирлĕ ĕçре чăн-чăн салтак пек тỹрĕ кăмăлпа тăрăшрĕ.
В.СТОЛЯРОВ,
ĕç ветеранĕ.