Çĕнтерỹ кунĕ
Çĕнтерỹ! Çĕнтерỹ! Çĕнтерỹ!
Савăк кулă, шăв-шав, хĕпĕртỹ...
Урамра мĕнь чуль халăх чупать!
Мăшăрне ак салтак ыталать,
Чăмăртать хăй çумне ывăлне,
Вăрттăн-вăрттăн шăлать куççульне.
Пуйăсран сиксе аннă сержант
Урхамах пек мала ыткăнать.
Гимнастеркăн пушаннă çанни
Сар пике питĕнчен çапăнать.
Куçĕ чарăлчĕ ак чиперккен:
Юнашар... Чун савнийĕ иккен!
Хăратмарĕ чăлах сар хĕре, -
Паттăра йышăнать-иç чĕре.
Аллипе хĕвелтен хупланса,
Тинкерсе çывхаран пуйăса,
Ват хĕрарăм кĕтет ывăлне.
Шанăçпа! Çук, курмасть ăраскалне.
... Тĕл пулу, уйрăлу - юнашар.
Çĕнтерỹ, çухату - юнашар
Кỹчĕ вăрçă пире нумай шар.
Вăл пире кирлĕ мар. Тăрăшар!
Пурнăçа тăсма килнĕ вĕтти,
Шкул ачи те яш-кĕрĕм, ватти.
Çитмĕл çич чĕлхепе калаçать:
- Мир - пурнăçа! Вилĕм - вăрçа!
Зинаида ЫРПИ.