Çỹп-çап - хитре чечек мар...
РЕДАКЦИЕ Шăмăршăри Западная урамра пурăнакан çынсен ушкăнĕ килчĕ. Вĕсем урамри çỹп-çап контейнерĕсене тахçантанпах пушатманни, çавна пула йĕри-таврана таса марлăх сарăлни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕç.
Çỹп-çап - чечек мар, яла илем кỹрес çук. Редакци «Ситиматик Чувашия» ОООпа Патăрьелĕнчи «Полигон» ООО ертỹçисем тивĕçлĕ йĕрке тăвасса кĕтет.