Патăрьел сыватмăшне - çĕнĕ автобуспа

Патăрьел сыватмăшне - çĕнĕ автобуспа

МАЙĂн 4-мĕшĕнче Шăмăршă район больницин территорийĕнчен Патăрьел район больницине кайма, унтан каялла таврăнма çĕнĕ автобус маршручĕ уçăлчĕ.

303№ маршрут автобусĕ пирĕн район больницинчен çак сехетсенче Патăрьел сыватмăшне çула тухать: 07.00, 08.00, 09.00, 10.00, 11.00, 13.00, 14.00, 15.00, 16.00, 17.00.

Чукал тăрăхĕнчи граждансемшĕн ку автобус уйрăмах меллĕ пулĕ: водительсем - ку тăрăхран. 42-шер çул водительте вăй хуракан Валерий Угаринпа (Çĕнĕ Чукал) Николай Белов (Вырăс Чукал) пĕр-пĕринпе ылмашăнса ĕçлĕç; вĕсем ирхине Çĕнĕ Чукалтан (Вырăс Чукалтан) ирпе 06.00 сехетре тухса тĕп больница патне 07.00 сехете çитĕç. Патăрьелĕнчен чи юлашкинчен 17.30 сехетре тухĕç, çакă чукалсене округ центрĕнче 18.00 сехетре ларса тăван ялĕсене çитме пулăшĕ.

Автобуса Чулхулари автозаводра туса кăларнă, перевозчикĕ - «ТМК1» ООО. Вĕр çĕнĕ транспортра - 18 вырăн.

Медицина учрежденийĕсене çыхăнтаракан автобус пациентсемшĕн кỹршĕллĕ сыватмăша вăхăтлă çитме тата унтан чăрмавсăр таврăнма май туса парасси куç кĕрет. Эппин, çула тухар, тусăмăрсем. Хамăр сывлăх çине тимлĕх уйăрмашкăн вăхăт тупар та Патăрьелне вĕçтерер!

Зинаида СВЕКЛОВА.

 

Шухăш

Радимир Егоров (Шупашкар - Васан),

Шăмăршăсен ентешлĕхĕн ертỹçи:

- Муниципалитетсене медицина учрежденийĕсемпе çыхăнтаракан маршрутсем уçăласса пĕр çул çеç кĕтмен çынсем. Тинех Чăваш Енре халĕ муниципалитетсен сыватмăшĕсене тухса çỹреме 5 çĕнĕ маршрут - çав шутра Шăмăршă-Патăрьел-Шăмăршă маршрут - уçăлчĕ. Ватă çынсемшĕн те, ачаллă хĕрарăмсемшĕн те, транспорт çуккисемшĕн те - питĕ лайăх вариант ку. Вăхăта перекетлеме те, инçе çул нушинчен хăтăлма та май парать.

ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе тата çак çивĕч ыйтăва «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халăх программине кĕртнипе, Шăмăршă округĕн гражданĕсем Патăрьел район больницине чăрмавсăрах çитсе килме тата тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме пултараççĕ.

Правительство пирĕншĕн лайăх условисем туса парать пулсан, вĕсемпе усă курар, сывлăха юхăнма парар мар, ентешĕмсем! Водительсене вара яланах симĕс çутăпа çỹреме ырă сунатăп.

 

Вера Чурбанова (Кивĕ Чукал),

вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ветеранĕ:

- Патăрьел район больницине çỹремешкĕн маршрут уçăлни - пирĕншĕн çав тери пысăк савăнăç, çав тери пысăк çăмăллăх. Шăмăршăран кỹршĕсен больницине автобус сехетсерен çỹрени анализсене вăхăтра пама тата тухтăрсем патне кая юлмасăр çитме пулăшать. Аякри Чукал ялĕсенче пурăнакансемшĕн çакă - чи кирли. Тепĕр тесен, çула май пасара е магазинсене, хамăра кирлĕ учрежденисене çитсе килме те меллĕ.

Эпĕ округ çыннисен ятĕнчен вырăнти ертỹçĕсене, Чăваш Республикин Сывлăх, Транспорт, Экономика министерствисене пирĕн сывлăха упрас тĕлĕшпе çăмăллăхсем туса панăшăн пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп.



08 мая 2026
11:31
Поделиться