Паттăр моряк, пултаруллă учитель

ÇАВ тери сăпайлă, ăшă кăмăллă çынччĕ вăл. Редакци ĕçĕпе Чукала пырсан Георгий Архиповичпа тĕл пулма тăрăшаттăм. Килтен тухса çỹрейместчĕ, юлашки 15 çулне вырăн çинче выртсах ирттерчĕ.

- Эх, пĕрре кăна тинĕс хĕррине кайса курасчĕ, - ĕмĕтленетчĕ фронтовик. - Çук, пулмасть ĕнтĕ каясси, нимĕç пульли шаларан шала сĕкĕнет. Операци тутармарăм, чĕре вĕт-ха...

Георгий Архипович Симурзин Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче моряк пулнă. Малтан - Лăпкă океанра Камчаткăра çапăçнă, унтан - Атăл çинче Сталинграда хỹтĕленĕ, каярахпа Балти тинĕсĕнче Ленинградшăн юн тăкнă. Пĕрремĕш статья старшини кăкăртан йывăр аманать, госпитальте кăштах сипленнĕ хыççăн 1944-çулта ăна - çар ĕçĕнче юрăхсăр тесе - килне яраççĕ.

Фронта кайиччен учительте ĕçленĕскер, Георгий Симурзин вăрçă суранĕ- сене пăхмасăр Асанкассинчи пуçламăш шкул заведующийĕнче ĕçлеме тытăнать. 1945-çулхи сентябрьте ăна Кивĕ Чукалти çичĕ çул вĕренмелли шкул директорĕ пулма çирĕплетеççĕ.

Ăста вĕрентекенĕн ырă ячĕ кỹршĕллĕ Ульяновск облаçне те çитет: Георгий Архиповича Чăнлă районĕнчи Пухтиел шкулĕн директорĕ пулма шанаççĕ. Темиçе çултан Кайсаровăри çичĕ çул вĕренмелли шкула ертсе пыма куçараççĕ.

1953-çул Георгий Симурзиншăн юлашки вĕренỹ çулĕ пулать: вăрçă суранĕ шала кайнипе, фронтовикăн алли-ури ĕçлеме пăрахать. Пĕрремĕш ушкăнри вăрçă инваличĕ тăван ялĕнче хăйĕн çемйипе пурăнать, нумай çул хушши чирпе асапланнă хыççăн 1990-çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче çĕре кĕрет.

Георгий Архиповичăн Балти тинĕсĕнчи службăра тăнă чух ỹкернĕ пĕртен-пĕр сăн ỹкерчĕкĕ упранса юлнă. Ун чух вăл 24 çулта пулнă.

Ив.САЛАНДАЕВ.



08 мая 2026
11:44
Поделиться