Пулă ĕрчет - халăх савăнать!
ШĂМĂРШĂ тăрăхĕнчи пулăçсемшĕн çеç мар, округри кашни çыншăн çак хыпар - чуна савăнтараканни. Çĕнтерỹ уявĕ умĕн ырă çынсем Шăмăршăри тата Энтĕрьелĕнчи пĕвесене вĕтĕ пулă ячĕç. Пурĕ - 120 килограмм. Карп тата шурă амур пирĕн пĕвесенче лайăх ĕрчес шанăç пысăк.
Çакна палăртмалла: вĕтĕ пулла тăван çут çанталăк тусĕсем питомникрен хăйсен укçипе туяннă. Вĕсем округри пулăçсене çапла чĕнсе калаççĕ: карппа шурă амур çитĕнессе кĕтĕр, пĕчĕк пулă вăлтана çаклансан - каялла шыва ярăр, пĕве хĕррине тирпейлĕ тытăр!
Ив.АНАТКАС.