«Пулăшу десанчĕ» Шăмăрша та çитĕ
МАЙĂН 19-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменне Шупашкарти «Пулăшу десанчĕ» килсе çитĕ.
«Пулăшу десантне» Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Мирлĕ пурнăç патне - утăм» проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Çак ушкăнра - ăста юристсем, социаллă хỹтĕлевпе социаллă фонд, ĕçе вырнаçтаракан центр, çар комиссариачĕн тата муниципалитет округĕн специалисчĕсем.
Вĕсем округри граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнĕç, пурнăçри çивĕч проблемăсене татса пама пулăшĕç.
«Пулăшу десанчĕ» 14 сехетрен пуçласа 18 сехетчен ĕçлĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.