Санитари ротин командирĕ

ТĂВАН ÇĔР-ШЫВĂН Аслă вăрçине Шăмăршă районĕн хĕрĕсем те хутшăннă, фронтра паттăрлăхпа палăрнă. Вĕсенчен пĕри - Васан ялĕнче çуралса ỹснĕ Нина Васильевна Морякова.

Нина Морякова Хусанти медицина институтне пĕтернĕ хыççăн Мурманск хулинче врач-терапевтра ĕçленĕ. Совет Союзĕпе Финлянди хушшинчи вăрçа хутшăннă, çар врачĕ тата санитари ротин командирĕ пулнă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине малтанхи кунсенчен пуçласах хутшăнса 2000 ытла боецпа командир пурнăçне вилĕмрен çăлса хăварнă. Нина Моряковăна Аттелĕх вăрçин II-степень орденĕпе тата темиçе медальпе хавхалантарнă.

Вăрçă хыççăн Нина Васильевна Шупашкарти 1-мĕш хула больницинче врач-невропатолог пулса ĕçленĕ. Хастар ĕçшĕн ăна «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ» тата «СССР сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ» хисеплĕ ятсемпе чысланă.

Е.ЖОЛОБОВА.



08 мая 2026
11:41
Поделиться