С.Артамонов - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн Секретарĕ

Чăваш Енĕн тĕп хулинче Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн XXXVII конференцийĕ пулнă.

Унта партин пуçламăш уйрăмсен секретарĕсем, муниципалитет тытăмĕсен пуçлăхĕсем, парти проекчĕсен координаторĕсем, «Çамрăк гварди» пĕрлешĕвĕн членĕсем - çав шутра Сергей Галкин ертсе пыракан Шăмăршă муниципалитет округĕн делегацийĕ те - хутшăннă.

Конференцире çак ыйтусене сỹтсе явнă:

партин регион уйрăмĕн çĕнĕ Секретарьне суйласси;

федераци тата регион суйлавĕсене хатĕрленесси;

Халăх программине республикăра пурăнакансен сĕнĕвĕсем урлă актуализацилесси.

Делегатсем Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн Секретарьне пĕр саслăн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председательне Сергей Артамонова суйланă.

- Сергей Геннадьевичăн çỹллĕ шайри профессионализмĕ, стратегиллĕ шухăшлавĕ партин регионти уйрăмĕн ĕçне лайăхлатма, Чăваш Республикине аталантарассинче пĕлтерĕшлĕ пуçарусене пурнăçа кĕртме ырă витĕм кỹрессе шанатпăр, - пĕлтернĕ хăй шухăшне Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин.

И.Пыркина,

Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Шăмăршăри уйрăмĕн председателĕ.



08 мая 2026
11:29
Поделиться