Шыв вăл - сывлăх
ПАЛТИЕЛ ялĕ çывăхĕнчи шыв управне халăхра «Шăмăршă тинĕсĕ» теççĕ. Çак «тинĕсе» пулăçсем уйрăмах юратаççĕ: кунта хĕлле те, çулла та вăлталлă çынсене курма пулать. Шăмăршăсем çеç мар, Тутарстанпа Ульяновск облаçĕнчен те килеççĕ пулă тытма. «Тинĕс» хуçисене тав сăмахĕ каласа хăвараççĕ.
Çапах та шыв управне пулă ĕрчетес тĕллевпе туманнине пурте ăнланатпăр-ши? Пулă кỹлли валли патшалăх çĕр-çĕр миллион тенкĕ укçа тăкакламĕччĕ. Управ Шăмăршă, Патăрьел округĕсемпе Комсомольски округĕнчи темиçе яла - çак ялсенчи вуншар пин çынна - ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелле.
Мĕнлерех пырать-ха кунта паянхи ĕç, таса шыв çитессе тата нумай кĕтме тивĕ-ши?
Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, объектри подрядчик - «ПМК-8» АО - ушкăнлă водоводăн тăххăрмĕш пуск комплексĕн пĕрремĕш тапхăрне тăвас ĕçе вĕçлесе пырать. Графикпа ăна 2026-çулхи июнь уйăхĕнче хута ямалла.
Подрядчик Патăрьел округĕнче 120 километр ытла шыв пăрăхĕ сыпăнтарнă, управри насус станцийĕпе шыв резервуарне хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. 2026-çулта Патăрьелĕнчи 5 пин ытла çын ĕçлемелли таса шывпа усă курма пуçлĕ. 2027-çулта вара таса шыв Шăнкăртам ялне савăнăç кỹрĕ.
Çакна палăртмалла: «Шăмăршă-Патăрьел-Комсомольски» ушкăнлă водовода хута ярас ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă чух çĕкленĕ, Президент пулăшма шантарнă. Шыв уçлакан тата ăна тасатакан сооруженисене вĕçлеме Мускав укçи килсех тăрать.
Патăрьелсем санитари стандартне тивĕçтерекен шыв ĕçнишĕн савăнатпăр, çак ырлăх Шăмăршă тăрăхне те çитессе тỹсеймесĕр кĕтетпĕр.
Е.ЖОЛОБОВА.