Шăмăршăри фронтовиксем
РАЙОНТИ ытти хăш-пĕр ялти вăрçă участникĕсем çинчен юлашки çулсенче кĕнеке хыççăн кĕнеке тухрĕ, Шăмăршăри фронтовиксене вара аса илекен пулмарĕ. Вĕсен хушамачĕсене те Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарас умĕн çеç центрти çĕнетсе илемлетнĕ палăк çине çырса хучĕç. Ку вăхăт тĕлне чĕрĕ-сывă пĕр ветеран та юлманччĕ ĕнтĕ.
Эпĕ - иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнчех хаçатра ĕçлеме пуçланăскер - Шăмăршăра пурăннă фронтовиксене пурне те палланă. Çавăнпа та паян вĕсен ырă ятне аса илесси хамăн тивĕç тесе шутлатăп.
Шăмăршă вăтам шкулĕнче Михаил Александрович Дормидонтов, Виктор Федорович Макаров, Михаил Никифорович Никифоров, Геннадий Константинович Самойлов, Иван Михайлович Соргин, Николай Петрович Волков, Михаил Васильевич Ермошкин фронтовиксем вăй хуратчĕç.
- Эпир - пĕр отделени чухлĕ ватă салтак, йыш пĕчĕкленсех пырать çав, - тетчĕ шỹтлесе шкул директорĕ Иван Михайлович Соргин.
«Коммунизм çулĕ» хаçат редакцийĕнче виçĕ ветеранччĕ: Кузьма Семенович Смирнов - редактор, Сергей Арсентьевич Павлов - корреспондент тата ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Антон Никандрович Шамеев. Виççĕшĕн кăкăрне те вăрçăри паттăрлăхшăн панă наградăсем илемлететчĕç.
Кузьма Семенович 1945-çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ Çĕнтерỹ парадне те хутшăннă, çак хумхануллă саманта вăл çапла аса илетчĕ:
- Эпĕ Иосиф Виссарионович Сталина та, Совет Союзĕн 24 маршалне те хамăн куçпа курнă. Çар парадне Георгий Жуков маршал йышăнчĕ, çарсене Константин Рокоссовский маршал ертсе пычĕ.
Çак кун Мускавра юхтарса çумăр çурĕ. Мавзолей трибуни çинче тăракан Иосиф Сталин плащ тăхăннăччĕ. Эпир вара - çумăрпа йĕпенсен те - çав тери хаваслăччĕ. Парад хыççăн пире питĕ лайăх апатлантарчĕç тата фронтри пек 100 грамм эрехпе хăналарĕç.
Шăмăршăри райпона ертсе пынă Михаил Александрович Кожевников, çак организацире вăй хунă Василий Иванович Кудряшов, Клавдия Ивановна Баскакова, Госстрах уйрăмĕнче тăрăшнă Николай Александрович Матвеев, райпромкомбинат директорĕнче нумай çул ĕçленĕ Илья Степанович Степа- нов, парти райкомĕнче вăй хунă Александр Васильевич Коновалов, Николай Васильевич Корчагин, Борис Дмитриевич Горловский, Шăмăршăри строительство организацийĕнче тăрăшнă Иван Петрович Филиппов, «Шемуршинский» совхоз комбайнерĕ Павел Яковлевич Акимов, вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ Василий Григорьевич Денисов, Тимофей Ильич Ильин, Валерий Федорович Федоров, Имам Залалович Абульханов тата ытти фронтовик паян та асăмран тухмаççĕ.
Шăмăршăра пурăннă Никандр Алексан- дрович Иванов, Иван Иванович Алтындаев, Василий Иванович Афанасьев, Александр Павлович Батров, Петр Николаевич Бородов, Александр Павлович Гудимов, Василий Васильевич Двойнов, Михаил Ильич Ичанкин, Владимир Михайлович Капчиков, Николай Владимирович Краснов, Владимир Семенович Кириллов, Виталий Никифорович Кузьмин, Михаил Максимович Кудрявцев, Елизавета Алексеевна Лапина, Александр Никифорович Малайкин, Дмитрий Степанович Попов, Александр Николаевич Раевский, Петр Дмитриевич Солдатов, Мария Ивановна Сидорова, Александр Александрович Терентьев, Николай Фролович Ямщиков тата ытти фронтовик çинчен эпĕ тĕрлĕ çул хаçатра çырса кăларнă, хăшĕ-пĕрин аса илĕвĕ халĕ те кивĕ блокнотсенче упранать.
Паян эпĕ аса илнĕ вăрçă участникĕсен хушамачĕсене Шăмăршăри палăк çинче вулатпăр. Çулсем иртĕç, çапах та фронтра тата мирлĕ ĕçре чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă çынсен ырă ячĕ халăх асĕнчен тухмĕ. Паянхи çамрăк ăрăвăн мăн аслашшĕсемпе мăн кукашшĕсен, мăн асламăшсемпе мăн кукамăшсен паттăрлăхне нихăçан та манма юрамасть.
Ив.САЛАНДАЕВ.