Сигарет хаклă-и, сывлăх хаклă-и?
Сигарет-пирус сиенĕ пирки пурте пĕлеççĕ. Шел те, «кăмăла çĕклекен», «хуйхă-суйха сирекен», «çын умĕнче мăнаçлăх кỹрекен», «хăвăрт çитĕнме пулăшакан», «вăхăта усăллă ирттерме пулăшакан» туртмалли япала серепинчен кашниех çăлăнаймасть. Сăлтавĕ - тĕрлĕрен.
Мĕнле çăлăнмалла-ха çак сиенлĕ йăларан?
Ку енĕпе психологсем çакăн пек канаш параççĕ:
- палăртмалла: мĕншĕн пирус туртма пăрахасшăн (сывлăха упрассишĕн, çын умĕнче ят-сума çĕклессишĕн...); çак тĕллев пирус туртнинчен çỹлте тăмалла;
- мĕнле лару-тăру туртма хистенине тишкермелле (сăлтавсен списокне тумалла), йывăрлăхран тухмалли урăх çул-йĕр шыраса тупмалла;
- шутласа пăхмалла: сигарет туянма пĕр кун, эрне, уйăх, çулталăк хушшинче мĕн чухлĕ укçа тăкакланать? Çак укçа-тенкĕпе мĕн илме пулать (джинсы, ноутбук...)?
- маларах (туртма пуçличчен ) тунă сăн ỹкерчĕке илмелле, куç кĕскирен пăхмалла: сăн-питрен, кĕлеткерен мĕнле улшăннине танлаштармалла; туртма пуçланăранпа сывлăх, кăмăл мĕнле улшăннине тишкермелле;
- туртма пăрахмашкăн тĕрлĕ çыншăн хăйне евĕрлĕ стратеги юрăхлă: хăшĕ сиенлĕ йăларан хăтăлас тесе çийĕнчех пирусран «уйрăлать», хăшĕ сигарета сайра-хутра алла илет, пĕчĕккĕн туртма пăрахать, хăшĕ сигарета хăйпе пĕрле çỹретет, анчах ăна тĕкĕнмест; чи кирли - туртма пăрахассине вăрах вăхăта тăсмалла марри;
- туртас вырăнне чăмлак (жевачка), пĕтнĕк (мята) тутиллĕ конфет чăмлани сигарет çинчен манма пулăшать;
- спортпа туслашни «вăхăта усăллă ирттерме пулăшакан» пируса улăштарать;
- «таса алă правилине» пăхăнни (туртма пăрахас тесен, пируса пачах та алла илмелле мар).
- сигарет туртмасăр мĕн чухлĕ ытларах тытăнса тăратăр - çавăн чухлĕ хăвăра мухтамалла, хавхалантармалла (кун пек чухне шанчăклă тус-юлташ, психолог, тухтăр сăмахĕ вырăнлă);
- туртман çынсем хушшинче ытларах пулма тăрăшмалла;
- пластырь, таблетка ĕçнипех сиенлĕ йăларан хăпма çук - çыннăн хăйĕн кăмăл çирĕплĕхĕ кирлĕ;
- витаминлă тата тутлăхлă апат çини, кун йĕркине çирĕп пăхăнни сиенлĕ йăлана пăрахăçлассинче тĕп вырăн йышăнать;
- енчен те Сирĕн ывăл-хĕрĕр туртма пуçларĕ тĕк, тỹрех психологпа, тухтăрпа канашлама васкăр, «Мой семейный центр» порталпа çыхăнăр - специалист пулăшăвĕ вырăнлăрах.
Асра тытăр, сывă пурнăç йĕрки - çирĕп сывлăх тата вăрăм ĕмĕр никĕсĕ.
З.Воробьева.