Тутар каччи паттăр салтак пулнă
«ВĂРÇĂ вутне эпĕ 1942-çулхи июньте кĕтĕм те, 1945- çулта Германи çĕрĕ çинче Çĕнтерĕве кĕтсе илтĕм. Тăван яла - Палтиелне - 1947-çулхи май уйăхĕнче тин таврăнтăм», - çапла каласа панăччĕ хăйĕн фронтри пурнăçĕ çинчен Гатиятулла Шафигуллин.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра Гатиятулла Шăмăршăри МТСра трактористра ĕçленĕ. Малтанласа ăна фронта илмен - тылра тракторист питĕ кирлĕ çын пулнипе, бронь панă. Анчах вĕри чĕреллĕ тутар каччи фронта каясшăн çуннă, çак ыйтупа темиçе хутчен те çар комиссариатне пынă. Юлашкинчен унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ.
1942-çулхи июнь уйăхĕнче - хăй акнă тыр-пул уйĕ ешĕл тумпа витĕнсен - Гатиятулла ял-йышпа сыв пуллашса фронта тухса каять.
Пехота училищинче темиçе уйăх вĕренсен Шафигуллин курсанта Кăнтăр фронтне яраççĕ. Кунта вăл минометчик пулса çапăçать.
«Пирĕн миномет расчетĕнче тĕрлĕ наци çыннисемччĕ, - аса илетчĕ Гатиятулла Идиетуллович. - Мамыкин - вырăс, Багун - украинец, Романов - чăваш, эпĕ - тутар. Вăрçăра кам хăш халăх çынни пулнине пăхман: пирĕн туслăх питĕ çирĕпчĕ. Çавăнпах вăйлă тăшмана çĕнтерме пултартăмăр».
Гатиятулла Шафигуллин старшина çапăçакан батальон Пятигорск, Георгиевск, Краснодар хулисене тăшман аллинчен туртса илнĕ çĕре хутшăнать, Керчен проливĕнче хăюлăхпа палăрать. Сиваш юхан шывĕн кăнтăр енчи çыранне каçнă чух паттăрлăх кăтартнăшăн Гатиятулла Шафигуллина «За отвагу» медальпе чыслаççĕ.
Пирĕн ентеш Белоруссие, Литвана, Польшăна ирĕке кăларма хутшăнать. Вăрçа Германире вĕçлет.
1947-çулта килне таврăнсан Гатиятулла Идиетуллович тăван колхозра кладовщикра, платникре, каярахпа ял Совет секретарĕнче ĕçлет.
С.ИВАНОВ.