Унпа мухтанать Чăваш Ен

ИРТНĔ çул Шăмăршăри Акатуй ялавне çĕклеме хисеплĕ тивĕç илнĕ Виçпỹрт Шăмăршă хĕрĕ Мария Малова алă вăйне виçмелли спортра çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнỹпе савăнтарать. Çак кунсенче вăл Шупашкарта иртнĕ Раççей пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва хутшăннă, мас-рестлинг спортĕнче çĕр-шыври чи вăйлă атлетсене хыçала хăварса бронза медаль çĕнсе илнĕ.

Мария Малова - Чăваш Ен чысĕ, эпир - шăмăршăсем - Виçпỹрт Шăмăршă хĕрĕпе тивĕçлипе мухтанатпăр!



08 мая 2026
11:35
Поделиться