Вăрмана вут-кăвартан сыхлар
ÇАНТАЛĂК шăрăхлатнă май вăрманта пушар тухас хăрушлăх та ỹсет. Çакăн пек çивĕч лару-тăрура Шăмăршăри 42-мĕш пушар чаçĕн, Шăмăршă лесничествипе «Вăрман хуралĕ» патшалăх учрежденийĕн тата округ администрацийĕн яваплă сотрудникĕсем кашни эрнерех рейд ирттереççĕ. Рейд тĕллевĕ - вăрманта кăвайт чĕртекенсене тата типнĕ курăка çунтаракансене тупса палăртасси, граждансемпе пушар хăрушлăхĕ пирки инструктаж ирттересси.
Республикăра - çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те - апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕç кĕрешмелли çирĕп режим туса хуни çинчен пĕлтернĕ. Çавна май граждансене вăрмана кĕрсе çỹреме чарнă. Пушара хирĕç кĕрешмелли правилăсене пăхăнман граждансене - 10 пин тенкĕрен пуçласа 20 пин тенкĕ, должноçри çынсене - 30 пин тенкĕрен пуçласа 60 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерме пултараççĕ.