«Юрă - ирĕклĕхе савма вĕрентрĕ...»
«Вăр Çă çулĕсенчи юрăсем» культурăпа патриотизм марафонĕпе килĕшỹллĕн, централизациленĕ клубсен системин ĕçченĕсем округри ял территорийĕсене çитсе юрăсем шăрантарчĕç.
Вырăнти артистсем паттăрлăх, шанчăклăх, ĕненỹ туйăмĕсемпе витерĕннĕ юрăсене пирĕн Çĕр-шывăмăр Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çапса аркатнăранпа 81 çул çитнине халалларĕç. Совет çыннисен фронтра, тылра юрланă юррисем ял-йыш чун-чĕринче тарăн йĕр хăварчĕç. Вĕсем - пирĕн историн нихçан манăçми астăвăмĕ.
Т.ДАВЫДОВА,
округри централизациленĕ клубсен системин методика пайĕн заведующийĕ.