«Юрă пурăнма хăват хушать...»

Чăваш патшалăх филармонийĕнче нумаях пулмасть республика шайĕнчи «Хамăрăннисем çинчен - юрăсем» («Песни о СВОих») конкурс иртрĕ. Ăна ятарлă çар операцийĕнче пуç хунисене асăнса тата салтакăмăрсене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Конкурсăн суйлав турĕнче çар служащийĕсен амăшĕсемпе мăшăрĕсем Тăван çĕр-шыв, çемье, тивĕç, чыс, юратупа шанчăклăх çинчен юрăсем шăрантарчĕç. Чăваш Енĕн 18 муниципалитечĕн 115 хĕрарăмĕ хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Шăмăршă округĕнчи «Паттăрсен çемйисем» вокал ансамблĕ те хутшăнчĕ. Вăл чи пултаруллă 10 вокал коллективĕн йышне кĕчĕ, лауреат ятне тата гала-концертра юрлама тивĕçрĕ.

... Пирĕн округри «Паттăрсен çемйисем» - Чăваш Республикин Тăван çĕр- шыв хỹтĕлевçисен çемйисен Комитечĕн Шăмăршă муниципалитет округĕнчи пĕрлештернĕ хорĕ - 2025-çулхи октябрьте «çуралчĕ». Вăл çар çыннисен амăшĕсене, арăмĕсемпе аппăшĕсене тата йăмăкĕсене пĕрлештерет. Юрăçсене пĕр çĕре чăмăртанма Пĕтĕм Раççейĕн «Паттăрсен çемйисем» фотопроект витĕм кỹчĕ. Ун чухне хĕрарăмсем мăшăрĕсен, ывăлĕсемпе тетĕшсен тата шăллĕсен кителĕсене тăхăнса сăн ỹкерĕнчĕç. Коллектива та çак проект ятнех патăмăр.

ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла оборонăн ятарлă программисен округри начальникĕ Ольга Ичанкина (унпа пĕр тăванĕсен ачисем - çар тухтăрĕсемпе офицерсем) ертсе пыракан ушкăнра тĕрлĕ профессири хĕрарăмсем. Пурин кил-йышне те ятарлă çар операцийĕн варкăшĕ лекнĕ. Вĕсем: Карапай Шăмăршăри ПНИн культорганизаторĕ Ирина Федорова (СВОра пуçне хунă гварди рядовойăн Владимир Федоровăн мăшăрĕ), Шăмăршă район больницин ĕçченĕ Венера Быкова («Мазда» ефрейторăн - санинструкторăн амăшĕ), Карапай Шăмăршăри ПНИн буфетчици Надежда Музеркина (мобилизациленнĕ салтак амăшĕ), Карапай Шăмăршăри ПНИн сестра-хозяйки Любовь Измайлова («Изюм» салтакăн амăшĕ), Карапай Шăмăршăри «Василек» ача сачĕн заведующийĕ Ирина Прохорова («Левша» ефрейторăн амăшĕ), Карапай Шăмăршăри «Василек» ача сачĕн музыка ертỹçи Надежда Медведева (аслă прапорщикăн амăшĕ), вăхăтлăха ĕçлемен Алефтина Лукианова (кĕçĕн сержантăн амăшĕ), «Бэст» Прайс» ОООра кассирта вăй хунă, халĕ декретлă отпускра ларакан Ирина Никифорова (кĕçĕн сержантăн мăшăрĕ), Вырăс Чукал ялĕн Культура çурчĕн заведующийĕ Светлана Симурзина (СВОра пуçне хунă аслă лейтенантăн Сергей Сарандаевăн пĕр тăванĕ), Надежда Лисицына (СВОра пуçне хунă Алексей Фадеев кĕçĕн лейтенантăн пĕр тăванĕ).

Пултарулăх коллективне йĕркеленин тĕп тĕллевĕ: пĕчченлĕхре тупайман тĕреке - пĕрлĕхре чуна ăшăтакан, вăй паракан тĕреке - туса хурасси.

- «Паттăрсен çемйисем» коллективăн илемлĕх ертỹçине Татьяна Яковлевăна пысăк тав сăмахĕ калас килет, - тет Ирина Федорова юрăç. - Вăл пирте юрăç ăсталăхне те аталантарать, çав хушăрах чун-чĕрепе те пĕрле. Чунтан тăрăшса юрлатпăр, хỹтĕлевçĕмĕрсемшĕн кĕл тăватпăр, хамăртан уйрăлса кайнисене те асра тытатпăр.

Çапла, вырăнти вокалистсем, пушă вăхăта ырă ĕçпе тултарнисĕр пуçне, тата «Эпир - ас тăватпăр, ĕненетпĕр, кĕтетпĕр» тенине пурнăçа кĕртеççĕ.

О.ИЧАНКИНА.



08 мая 2026
11:46
Поделиться