КĂÇАЛХИ тăватă уйăхра Чăваш Республики экспорта 20,3 тонна сĕт сутнă. Пирĕн сĕт продукцине уйрăмах Казахстан нумай туянать.
2025-çул кăтартăвĕсем тăрăх, регион экспорта 126 тонна сĕт продукцийĕ тăратнă, çавăн 95,8 тонни - сĕт тата хăйма, ытти - сырпа мороженăй.