Ентеш чăваш салтакне тыткăнран хăтарма пулăшнă

ПИРĔН ентеш - Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ Юрий Тимофеев - Чăваш Республикинче паллă çын. Юрий Александрович Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн 12-мĕш суйлаври депутачĕ, Шупашкар хулинчи Мускав районĕн депутачĕ, Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн членĕ пулнă. Хастар ĕçшĕн ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствисен Хисеп грамотипе, Чăваш Республикин Президенчĕн тата Ленинград облаçĕн Ветеринари управленийĕн Тав çырăвĕпе, Хусан ветеринари академийĕпе Витебскри ветеринари медицина академийĕн медалĕпе чысланă.

2008-çултанпа Юрий Александрович выльăх-чĕрлĕхе сиплес енĕпе ĕçлекен çĕр-шывĕпех паллă хресчен (фермер) хуçалăхне ертсе пырать. Çак предприятире 50 ытла ăста специалист вăй хурать. Юрий Тимофеев общество ĕçне те хастар хутшăнать. СВО пуçланнăранпах çар госпиталĕсене гуманитари пулăшăвĕ парать, ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан ентешсен çемйисене укçа-тенкĕпе пулăшать.

Юрий Тимофеевăн фермер хуçалăхĕ Донецкри аграри академийĕпе Тамбоври çар госпитальне шефа илнĕ. Юрий Александровичăн тепĕр лайăх енĕ - çынлăхпа чун ăшши, йывăрлăха лекнисене пулăшма васкани.

Акă фермер хуçалăхĕн ветеринарне, чăваш каччине Андрея (хушаматне асăн- мастпăр - автор) мобилизаци йĕркипе СВОна службăна илсен унпа тачă çыхăну тытнă, çар чаçне тĕрлĕ енлĕ пулăшу панă.

Андрей лайăх салтак пулнине мотострелок батальонĕн командирĕ Юрий Тимофеевăн фермер хуçалăхне ярса панă Тав çырăвĕ те çирĕплетет, чăваш каччи мĕн пур воиншăн ырă тĕслĕх пулса тăнине палăртать.

Шел те, пĕр хаяр çапăçу вăхăтĕнче йывăр аманса Андрей тыткăна лекет. Украинăри ятарлă «ЗАXjД-2» лагерьте асапланать.

Çакăн пирки хыпар çитсенех Юрий Александрович хăйĕн сотрудникне тыткăнран хăтарма çирĕп тĕллев лартать.

- Андрей тыткăна лекнĕренпех чĕре ыратма чарăнмарĕ, - каласа парать паян Юрий Тимофеев. - Мĕнле çăлмалла-ха ăна асапран? Вăл Тăван çĕр-шыва сутма пултарайманнине лайăх пĕлетĕп. Андрей - лайăх специалист çеç мар, чăн-чăн шанчăклă юлташ та. Коллективри кашни çын уншăн хытă пăшăрханчĕ.

Нумай шухăшласа тăмасăр, Юрий Тимофеев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Урăх çĕр-шывсемпе ĕçлекен комитет председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Шамсаил Саралиев, Раççей Федерацийĕн Çын прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Татьяна Москалькова, Луганск Халăх Республикин çын прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ ячĕпе официаллă çыру ярать, тыткăна лекнисене улăштарнă чух списока чăваш салтакне кĕртме ыйтать.

Юрий Александрович хăй лайăх паллакан Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Анатолий Аксаковпа та çыхăнать. Депутат Раççей Федерацийĕн Оборона министерствине депутат запросĕ ярать.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков çак ĕç мĕнле пынипе интересленсех тăрать. Андрейпа ытти çар служащийĕсене тыткăнран çăласси пирки тĕрлĕ должноçри çынсемпе калаçать.

Акă тинех пурне те савăнтаракан савăнăçлă хыпар: черетлĕ улăштару вăхăтĕнче Андрея та тыткăнран хăтараççĕ.

Çапăçура йывăр аманнине кура Андрея малашнехи çар службинчен те хăтарма пултарнă. Анчах та чăваш каччи СВОрах юлма, Çĕнтерĕве юлташĕсемпе пĕрле туптама тĕллев лартать.

- Андрей хăйне тыткăнран çăлнăшăн Анатолий Геннадьевич Аксакова чĕререн тав тăвать. Çавăн пекех мана та: «Эсир маншăн тăван атте пекех çывăх пултăр», - тесе хавхалантарчĕ, - каласа парать Юрий Тимофеев фермер.

Юрий Александрович СВО паттăрĕпе Андрейпе мухтанать, тăшмана çĕнтернĕ хыççăн вăл тăван коллектива таврăнасса тỹсеймесĕр кĕтет.

Ив.САЛАНДАЕВ.



15 мая 2026
15:27
Поделиться