Ешерĕ çамрăк вăрман

ШĂМĂРШĂ лесничествин коллективĕ «Ас тăвăм сачĕ» патриотизмла акцие хастар хутшăнать. Çак кунсенче вĕсем пĕтĕм йышпа тухса 2,6 гектар çине йывăç лартрĕç. Хыр, лиственница тата чăрăш хунавĕсене хăйсен питомникĕнче çитĕнтернĕ.

 «Çак вăрман - Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисене ĕмĕр асăнмалли ешĕл палăк, - тет лесничество директорĕ Александр Цыганов. - Эпир округра пурăнакан кашни çынна «Ас тăвăм сачĕ» акцие хутшăнса йывăç лартма чĕнсе калатпăр!»



15 мая 2026
15:18
Поделиться