«Эсир тĕрĕс воспитани пани пурнăçра ырă витĕм кỹрĕ»
Кил-йышра тĕрĕс воспитани илнĕ ывăлсем пурнăçра та, çар служ- бинче те йĕркелĕхпе палăраççĕ. Çакна Ярăславри Ларисăпа Алексей Кузнецовсен аслă ывăлĕсем çирĕплетеççĕ. Вĕсем - çичĕ ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ Дмитрипе Леонтий.
Иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнче пĕр тăвансене - Кỹкеçри 27 № професси училищинче алла специальность илнĕ яшсене - чăваш йăли-йĕркипе аякри çула ăсатрĕç.
Тетĕшĕпе шăллĕ малтан Чул-хулара вĕренỹ витĕр тухрĕç: инженерипе сапер ĕçне хăнăхрĕç. Унтан вĕсен çулĕ уйрăлчĕ. Асли - Дмитрий - Байкал леш ен çар округне лекрĕ. Леонтие вара Хабаровск крайне ячĕç. Иккĕш те примерлă салтак пулни савăнтарать.
Леонтий акă - уйрăм гварди мотострелковăй бригадăн рядовойĕ - Хабаровск гарнизонĕ йĕркеленĕ Çĕнтерỹ парадне хутшăнма тивĕçнĕ.
Дмитрий тăракан инженерипе сапер полкĕн командующийĕнчен çак кунсенче Лариса Петровнăпа Алексей Дмитриевич Тав çырăвĕ илчĕç.
«... Службăн малтанхи кунĕсенчех Дмитрий кăмăл-сипетпе, çирĕп дисциплинăпа, хăйĕн ĕçне чунтан парăннипе палăрать. Унăн вĕренỹри ăнтăлăвĕ, умри задачăсене пурнăçлама хатĕрри юлташĕсене те хавхалантарать. Эпир ĕненетпĕр, çак хаклăхсем - яваплăх, хăюлăх - Сирĕн воспитанин ырми-канми ĕçĕ.
Сирĕн ывăлăр нумайăшĕшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Эпир вăл çĕр-шывăмăрăн Хĕç-пăшаллă Вăйĕ-сен ретĕнче тăнишĕн мăнаçланатпăр.
Шанса тăратпăр: Эсир тĕрĕс воспитани пани ывăлăра пурнăçра та, службăра та ырă витĕм кỹрĕ», - тенĕ унта.
Çак сăмахсем ашшĕ-амăшĕшĕн мĕн тери хаклă пулни каламасă- рах паллă. Кузнецовсем - вĕсене пĕлỹпе воспитани панă Васан тĕп шкулĕн коллективĕшĕн те мăнаçлăх. Сăмах май, пĕр тăвансене эпĕ те асăннă шкулта икĕ çул вĕрентрĕм. Хăй- сене вĕренỹре те, класс тулашĕнчи ĕçсенче те хастарлăхпа, пысăк ăсталăхпа кăтартатчĕç. Ĕçе юрататчĕç, коллективлăха мала хуратчĕç. 6-класра вĕреннĕ чух Леонтин - ман класс вĕренекенĕн - ылтăн алли ăсталанă шăнкăрч вĕллийĕ халь те куç умĕнче! Дмитрий, ытти ачасемпе пĕрле, А.Кăлканăн «Хăравçă мулкач» юптарăвĕн инсценировкине республика шайĕнче выляса 3-мĕш вырăн çĕнсе илни те - асрах!
Çапла, çемьепе шкул пĕрлĕхĕ Дмитрипе Леонтие чăн-чăн патриот, Çĕр-шывăмăрăн чăн-чăн хỹтĕлевçи пулма витĕм кỹчĕ. Вĕсем малашлăхра та ыттисемшĕн маяк пуласси куç кĕрет.
Зинаида СВЕКЛОВА.