Футбол - юратнă вăйă

МАЙĂН 12-мĕшĕнче Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн стадионĕнче «Сăран мечĕк» ăмăртăвăн муниципалитетри тапхăрĕ иртрĕ.

Округри шкул командисем икĕ ỹсĕм ушкăнне пайланса вăй виçрĕç. Кĕçĕн ушкăнра (2016-2017-çулсенче çуралнисем) Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта - Палтиел вăтам шкулĕпе Шăмăршă вăтам шкулĕн тепĕр команди.

Аслă ушкăнра (2011-2012-çулсенче çуралнисем) хисеп пьедесталне Шăмăршă вăтам шкулĕн виçĕ команди йышăнчĕ. Кунта футбол вăййине, чăннипех те, юратни палăрать: Шăмăршă ачисем вĕренỹрен пушаннă вăхăтра яланах стадиона васкаççĕ.

А.ЕГОРОВ.



15 мая 2026
15:17
Поделиться