«Кашни сехет - ылтăн пек»
ÇАПЛА каларĕ çур аки мĕнле пыни çинчен ыйтсан Пуянкассинчи «Колос» Агрофирма» ООО ертỹçи Олег Кузнецов.
Хуçалăхра уй-хир ĕçĕ анлă сарăлнă, «чупа-чупа ĕçлеççĕ» тесен те, тĕрĕс пулĕ. Тăпрари нỹрĕк çителĕклĕ чухне акса хăварсан çеç кĕркунне тырăллă пулăн. Çак шухăша хăватлă «Кировец» тракторпа ĕçлекен Сергей Гордеев та палăртрĕ.
Эпир хуçалăхра пулнă кун тĕлне Сергей Гордеев 70 гектара яхăн - хĕвел çаврăнăш, 90 гектар - пăрçа, 170 гектар тулă акма ĕлкĕрнĕ. Хĕвел çаврăнăш пурĕ - 124, пăрçа - 123, урпа 80 гектар йышăнĕç. Ĕç кал-кал та тирпейлĕ пулса пырасси Александр Мресов сеяльщикран та нумай килет.
Çĕр хатĕрленĕ çĕрте хамăн тахçанхи юлташсене - Александр Петрова, Петрпа Геннадий Макаровсене - асăрхарăм. Виççĕшĕ те «МТЗ» тракторпа нумай çул ĕçлесе пысăк опыт пухнă. Петр Макаров пĕлтĕрхи Акатуйра Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн Тав çырăвне илме тивĕçнĕччĕ.
Вăрлăха та, минерал удобренине те, çунтармалли-сĕрмелли материалсене те Ульяновск хулинчи тĕп предприятирен Олег Захаров водитель турттарса тăрать. Хирте ĕçлекен агрегатсем патне çак пуянлăха Денис Кузнецов çитерет.
- Агроном та, водитель те, апат турттаракан та - хамах, - шỹтлерĕ çамрăк специалист.
Апат тенĕрен, çур аки вăхăтĕнче ăна кунне икĕ хутчен çитерессине йĕркеленĕ. Столовăй хуçин - Анастасия Цыгановăн - ĕçĕпе механизаторсем питĕ кăмăллă.
...МОТОР кĕрлевĕпе, тăри юррипе хавхаланса уйрăлтăм эпĕ тырă акакансемпе. Юнашарах ĕçлекен Надежда Угаринăн фермер хуçалăхне çул тытрăм. Кунта ашшĕпе ывăлĕ Сергей Михайловичпа Дмитрий Сергеевич виçĕ тракторпа «хуçаланаççĕ». Икĕ агрегатпа - акаççĕ, пĕринпе çĕр хатĕрлеççĕ. Сеяльщикĕсем - Владимир Чебондаевпа Петр Егоров.
Фермер хуçалăхĕ 100 гектар - хĕвел çаврăнăш, 140 гектар - урпа, 40 гектар пăрçа акма палăртнă. Çанталăк чăрмантармасан çур акине çак эрнере вĕçлесшĕн.
- Пурте пур: вăрлăх та, удобрени те, топливо та, - хавхаланса калаçрĕ манпа Надежда Михайловна. - Ĕç ăнса пыни савăнтарать. Çĕнĕ сортсене акатпăр, пысăк тухăç илессишĕн тăрăшатпăр.
Угаринсене «ака пăтти» паян-ыранах çиме ырă сунтăм та, Шăмăрша васкарăм. Ял-ял витĕр тухнă чух Пуянкассинче те, Виçпỹрт Шăмăршăра та килти пахчасенче çĕр улми лартнине куртăм. Пурне те, ваттисен йăлипе: «Вăй патăр!» - тесе калас килет.
Ив.САЛАНДАЕВ.