«Курка тытиччен - кĕнеке тыт!»
е Шăмăршă пачăшки кĕпĕрнере чăн малтан урă пурнăç обществи йĕркелени çинчен
«СИМБИРСКИЕ Епархиальные Ведомости» хаçатăн 1900-çулхи 17-мĕш номерĕнче Пăва уесĕнчи Христос Çурални ячĕллĕ Шăмăршă чиркĕвĕ çумĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинче пуринчен малтан урă пурнăç обществи йĕркелени çинчен çырнă.
«Со стороны священника обязательно ведения внебогослужебных собеседований о вреде пьянства», - тенĕ пысăках мар заметкăра.
...Шăмăршă ялне 25 çулти священник, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕпе çак хулари Тĕн семинарине пĕтернĕ Филипп Иванов чăваш шкулĕн директорĕ Иван Яковлевич Яковлев сĕнĕвĕпе килнĕ. Маларах вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнчи хатĕрленỹ класĕсенче учительте вăй хунă.
«Прихутпа паллашрăм та кунти халăх ĕçкĕпе иртĕхнине асăрхарăм, - çырать вăл Иван Яковлевич патне. - Уйрăмах Çĕнĕ Шăмăршăра, Шăмăршăра тата Энтĕрьелĕнче пурăнакансем эрех-сăра нумай ĕçеççĕ. Ỹсĕрсене чиркỹрен хăвала- хăвала яратăп» (Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕ (ГАУО), 134-мĕш фонд, 3-мĕш çыру, 997-мĕш ĕç (дело), 11-мĕш листа).
Çак хыпар Иван Яковлевича та хытă пăшăрхантарать. Вара вăл Филипп аттене чиркỹ çумĕнче урă пурнăç обществи йĕркелеме сĕнет, тĕслĕх илме Петербургри Александро-Невский обществин Уставне те ярса парать.
(ГАУО, 134-мĕш фонд, 3-мĕш çыру, 997-мĕш ĕç (дело), 12-мĕш листа)
Филипп атте - пĕр тăхтамасăр - урă пурнăç йĕркине тытса пыракан 10 çынран общество йĕркелеме пуçăнать. Общество ĕçлеме тытăннăранпа çулталăк иртсен Шăмăршă, Энтĕрьел, Çĕнĕ Шăмăршă, Кивĕ Шăмăршă тата Ярăслав ялĕсенчи 200 ытла çын эрех ĕçме пăрахни çинчен пĕлтернĕ, çакна çирĕплетсе вĕсем чиркỹре турăш умĕнче тупа тунă.
Каçхи кĕлĕ хыççăн эрех ĕçмешкĕн пăрахма шут тытнисем валли молебен ирттернĕ. Унччен ĕçкĕпе иртĕхнĕ хресченсемпе вĕсен нушаллă арăмĕсем турăш умĕнче куççуль тăксах çылăха каçарттарма тархасланă, урăх нихăçан та ĕçмесси çинчен пĕлтернĕ.
Филипп атте çакна çирĕплетсе çапла çырнă: «Пирĕн патăмăра эрехрен инкек тỹснĕ вун-вун çын пыма тытăнчĕ, ытти прихутран та йышлăн килеççĕ. Пирĕн храм урăлăх çурчĕ пулса тăчĕ. Ĕçкĕрен хăтăлайманнисем ман алăри Хĕреспе Евангелие чуп туса, кĕлĕ сăмахĕсене ăша хывса урă пурнăç çулĕ çине тăраççĕ».
Пачăшкă урăлăх кĕллине («обет трезвости») 5 пин ытла ирттерет. Çак пархатарлă ĕçшĕн Филипп Иванова Император Кабинечĕ (Кабинет Его Императорского Величества) кĕмĕл хĕреспе («серебряный наперстный крест») чыслать.
(ГАУО, 134-мĕш фонд, 3-мĕш çыру, 998-мĕш ĕç (дело), 13-мĕш листа).
Филипп Иванович Иванов прихутри çынсене - уйрăмах çамрăксене - вулама- çырма вĕрентессишĕн тăрăшнă, «Курка тытиччен - кĕнеке тыт!» - тесе ăс панă.
Священник тĕн кĕнекисене куçарас тĕлĕшпе те ĕçленĕ. 1904-çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕр тата Сызрань епископĕ Гурий Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн директорĕ Иван Яковлевич Яковлев патне К.Победоносцевăн «История хри- стианской церкви до начала разделения церквей» кĕнекин чăвашла куçарнă ал çырăвне ярса парать. Куçараканĕ - Шăмăршăри Христос Çурални ячĕллĕ чиркỹ священникĕ Филипп Иванов. Иван Яковлевич - çак ĕçпе паллашнă хыççăн - куçарăва чунтан ырласа йышăнать. Унăн рецзензине вырăслах пичетлетпĕр:
«...В общем перевод отца Иванова производит прекрасное впечатление. Он сумел сохранить в своем переводе картинность и умилительность изложения, какими отличается оригинал этого перевода, русский текст, почему его рукопись читается легко и с большим интересом. По моему мнению, перевод отца Иванова, результат многочисленного усидчивого труда, должен составить ценныйвклад в литературу чувашских миссионерских изданий и потому весьма желательно бы видеть его в печати»
(Чăваш Республикин Патшалăх истори архивĕ, 207-мĕш фонд, 1-мĕш çыру, 420-мĕш ĕç (дело), 24-мĕш листа).
Шăмăршă пачăшкин «Христиан чиркĕвĕн историйĕ» кĕнеки 1905-çулта Хусан типографийĕнче çутă курать. Çапла вара, Филипп Иванова Шăмăршă тăрăхĕнчи чăн малтанхи çыравçă тесе çирĕплетсех калама пултаратпăр.
Ив.САЛАНДАЕВ.
(Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн тата Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕсен докуменчĕсемпе усă курнă)