Людмила Сачкова çыравçăпа - тĕл пулу
Округри библиотекарьсемпе таврапĕлỹçĕсемшĕн нумайлăха асра юлмалăх мероприяти иртрĕ. Шăмăршăри Мультикультура библиотекинче «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ, паллă прозаик тата драматург Людмила Сачкова ĕçлĕ тĕл пулу йĕркелерĕ.
Журналист тата çыравçă халĕрех «Самана салтакĕ» ятпа кун çути курнă çĕнĕ кĕнеки çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ. Унтан илемлĕ литературăпа культура тата искусство журналĕн пурнăçри пĕлтерĕшне уçса пачĕ, пичет изданийĕн сăн-сăпачĕпе содержанийĕ çинче чарăнса тăчĕ, редакци ĕçченĕсен умĕнчи тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
- Юлашки çулсенче «Тăван Атăлăн» хуплашкийĕ хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăма пуçларĕ. Журналта литературăпа çыхăннă пултаруллă çынсенчен илнĕ интервьюсем, пысăк калăпăшлă хайлавсен (повеçсемпе романсен) сыпăкĕсем, сăвăсемпе поэмăсем кун çути кураççĕ; «Капкăн кĕтессине» çул патăмăр. Тăванла халăхсен çыравçисен хайлавĕсем кун çути курни - пысăк утăм пирĕншĕн. Малашлăхра - вырăнти авторсен хайлавĕсене пичетлесси, чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă çыравçăсен портречĕсене (вĕсем чăваш литератури вĕрентекенĕсемшĕн питĕ кирлĕ) пысăккăн кăларасси, - пĕлтерчĕ журналăн редакторĕ.
Людмила Николаевна çавăн пекех тĕрлĕ жанрпа хайлавсем çырас тĕлĕшпе Ăсталăх класĕ ирттерчĕ. Халь çырма пуçланă авторсемшĕн вăл питĕ усăллă пулчĕ.
Çавăн пекех Шупашкартан килнĕ хăнамăр СВО участникĕсем валли маскировка сечĕ çыхакансемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ. Волонтерсене вăл пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Тĕл пулăва хутшăннисем кăçалхи иккĕмĕш çур çуллăхра илсе тăмашкăн «Тăван Атăла» çырăнни мероприяти пĕлтерĕшне çĕклерĕ.
Тĕл пулу чун-чĕрере ăшă туйăмсем хăварчĕ.
Зинаида ЫРПИ.