Ĕмĕрлĕхе асра хăварма
Çĕнтерỹ кунĕ Анат Чаткасра пурăннă вăрçă ветеранĕн - Гаврил Хрисановăн - çывăх çыннисемшĕн нихçан манăçми пулăмпа асра юлĕ. Майăн 9-мĕшĕнче Гаврил Петровичăн тăван килĕнче Асăну хăми уçăлчĕ. Çакă - вăрçă паттăрне хисеп туни çеç мар, аслă тата çамрăк ăрусен çыхăнăвĕ те, нихçан сỹнми астăвăм та.
... Гаврил Хрисанов 1915-çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче Анат Чаткас ялĕнче нумай ачаллă кил-йышра çуралнă. 1940-çулта Хĕрлĕ Çарта пулнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 1941-çулта тухса кайнă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Волхов фронтĕнче çапăçнă. Танкист пулнă, 4 хутчен аманнă. Гаврил Петровичăн паттăрлăхне Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕпе, «Хăюлăхшăн» тата ытти нумай медальпе палăртнă. 1943-çулта Анат Чаткас çамрăкне ВКП (б) ретне илнĕ.
Çĕнтерỹ кунне Г.Хрисанов коммунист Вена хулинче кĕтсе илнĕ. Хăюллă танкист Ленинград фрончĕн пĕрлештернĕ полкĕпе пĕрле 1945-çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче йĕркеленĕ Çĕнтерỹ парадне хутшăннă. Парада Совет Союзĕн Маршалĕ Констанин Рокоссовский ертсе пынă, ССС Р Маршалĕ Георгий Жуков йышăннă. Гаврил Хрисанов парад стройĕнче виççĕмĕш шеренгăра виççĕмĕш тăнă. Ентешĕмĕр Çĕнтерỹ парадне хутшăнни тăван ялпа районшăн та, Чăваш çĕр-шывĕшĕн те пысăк чыс та мăнаçлăх шутланнă.
1945-çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче демобилизаци йĕркипе килне таврăннă мир салтакĕ тăван хуçалăхра трактористра, трактор бригадин бригадирĕнче, выльăх-чĕрлĕх комплексĕн заведующийĕнче, кладовщикра ĕçленĕ. Нумай çул хушши таса чунпа вăй хунăшăн Гаврил Петровича «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă.
Фронтовик 2003-çулхи январĕн 8-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
... Асăну хăми ял-йыша, уйрăмах çамрăк ăрăва Çĕр çинче чи хакли МИР иккенне, уншăн кĕрешмеллине аса илтерсех тăрĕ. Çакăнта - ăрусен татăлми çыхăнăвĕ, патриотизмăн нихçан иксĕлми хăвачĕ...