Намăс сăмахшăн - штраф
ОБЩЕСТВĂЛЛА транспортра намăс сăмах каланăшăн 1 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерме е 15 талăка арестлеме пултараççĕ. Кун пирки ТАСС корреспондентне Г.В.Плеханов ячĕллĕ РЭУри гражданпа право дисциплинисен кафедра доценчĕ Андрей Моисеев пĕлтернĕ.
Юрист çакна та ăнлантарса панă: енчен те çын калаçура ăнсăртран çеç намăс сăмах персе янă пулсан, 500 тенкĕ тỹлеттернипех çырлахаççĕ. Калаçура çине-çинех усал сăмахпа усă курсан вара çирĕп айăплавран пăрăнма май çук.
Е.ПЕТРОВА.