Округра миçе çурт?
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче Росреестрти кадастр учетĕнче 5297 уйрăм çурт шутланать. Тĕрĕссипе, çурт шучĕ чылай ытларах, анчах вĕсен хуçисем кадастр учетне тăман. Росреестрта регистрацие тăманнисем хăйсен çуртне сутма та, парнелеме те, еткерлĕхе хăварма та пултараймаççĕ. Çурта газ, шыв тата электричество кĕртме те саккунлă регистраци кирлĕ.