Паттăрсен ятне ялан асра тытар
«ÇĔНТЕРỸÇĔМ, пит инçеччĕ эс пиртен,
Кĕл кăварĕ пек сỹнеттĕнччĕ хуллен.
Çулăм витĕр, çумăр витĕр талпăнса,
Сан пата эпир çывхарнă шăвăнса.
Юр пек шурă çỹçлĕ,
Тар шăршиллĕ кун,
Эс çитсессĕн
Çĕнĕрен хĕрет-çке юн,
Эс çитсессĕн
Тепĕр хут кỹтет-çке чун,
Вăрçă кунĕ,
Чыслăх кунĕ,
Пурнăç кунĕ!»
В.Харитоновпа Д.Тухманов çырнă «День Победы» юрра чăвашла халăхăмăр поэчĕ Юрий Сементер куçарнă. Шăпах çак юрăпа саламларĕ те ĕнтĕ Чăваш радио майăн 9-мĕшĕнче республикăра пурăнакансене.
Аслă Çĕнтерỹ 81 çул тултарнине паллă тума Шăмăршă муниципалитет округĕнче маларах тытăнчĕç. Кашни ял территори уйрăмĕнчех уява чысласа тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.
Акă Шăмăршă ял территори уйрăмĕнчи Муллиная паççулккинче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче трагедилле вилнĕ Хĕрлĕ Ялавлă Балтика флочĕн стрелок бомбардирне Павел Федорович Прусакова асăнса лартнă палăка çĕнетсе илемлетнĕ. Паттăр летчик палăкне уçма Шăмăршă муниципалитет округ пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин тата Тутарстанри Çĕпрел районĕн пуçлăхĕ Марат Гафаров хутшăнчĕç.
- Летчик палăкĕ пирĕн чикĕре ларать, çавăнпа та эпир ăна - шăмăршăсем пекех - хамăрăн Герой тесе шутлатпăр, - терĕ Марат Гафаров. - Çĕпрел районĕнчи кашни шкул çак палăк патне экскурси йĕркелет, Павел Пруса- ковăн паттăрлăхĕ пире çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани пама пулăшать.
ÇАК кунах Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă çĕнĕ палăка чаплă лару-тăрура уçрĕç. Çак паллă кунпа тата Çĕнтерỹ уявĕпе ял-йыша Шăмăршă муниципалитет округ пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова, Шупашкарти ентешлĕх председателĕ Радимир Егоров, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев чун-чĕререн саламларĕç.
- Çулсем иртĕç, анчах 1945-çулхи чаплă Çĕнтерỹ нихăçан та манăçмĕ, - çапла çирĕппĕн палăртса каларĕ Радимир Егоров. - Вăрçăран таврăнайманнисене, фронтран таврăнсан килте çĕре кĕнисене, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми-канми ĕçленĕ ял çыннисене - ĕмĕр-ĕмĕр мухтав!
Радимир Федорович митинг хыççăн Ярăслав ялĕнче Çĕнтерỹ 81 çул тултарнă ятпа туя йывăççисем лартма хутшăнчĕ.
МАЙĂН 9-мĕшĕнче Шăмăршăри Çĕнтерỹ паркĕнчи Асăну монуменчĕ умне ĕç коллективĕсем тата округ центрĕнче пурăнакансем пуçтарăнчĕç. Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин тата Шупашкарти ентешлĕх председателĕ Радимир Егоров палăк умне чечек çыххи хума хутшăнчĕç.
Çавăн пекех Граждан вăрçи паттăрĕ Иван Космовский, Совет Союзĕн Геройĕ Виталий Уруков тата Раççей Геройĕ Олег Долгов палăкĕсене те хитре чечексем илемлетрĕç.
Шăмăршă Культура керменĕнчи «КиноМир-Шемурша» кинозалта Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине асăнса тата ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартакан пирĕн салтаксемпе офицерсем çинчен патриотизмла фильмсем кăтартрĕç. Чуна хумхантаракан, Тăван çĕр-шыва тата та ытларах юратма чĕнекен фильмсене зал тулли çамрăк çын курчĕ.
Çĕнтерỹ кунĕнче кашни ялтах «вăрçă ачисене», СВО-на хутшăнакан воинсен çемйисене чысларĕç, «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» («Зов Победы» волонтерĕсем шăмăршăсене салтак пăттипе тата хăйсем хатĕрленĕ пылак çимĕçпе хăналарĕç.
Ив.САЛАНДАЕВ.