«Пехет» агромаркет фестиваль ирттерĕ
Августăн 1-2-мĕшĕсенче Шупашкарти «Пехет» агромаркет çĕр-шыври Çырла фестивальне йышăнĕ. Çак фестиваль 4-мĕш хут иртет.
Çырла фестивалĕ - фермерсемпе пахчаçăсемшĕн тата экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие хисеплекен кашни çыншăн - пĕр-пĕринпе тĕл пулмалли вырăн. Кунта çырла ярмăркки ĕçлĕ, пултарулăх коллективĕсен концерчĕ савăнăç парнелĕ. Отрасль представителĕсем «çавра сĕтел» хушшинче тĕл пулса канашлĕç.
Е.ЖОЛОБОВА.