Пенопластпа капрон колготки кирлĕ!
Маскировка сечĕ - ятарлă çар операцийĕнче тăракансемшĕн чи кирлĕ хỹтлĕх япали пулса тăчĕ. Блиндажсене, çар техникипе хĕç-пăшала тăшман курасран витсе тăма кирлĕ хатĕр вăл.
Маларах спанбондран тунă хỹтлĕх карри, шел пулин те, паянхи вăйлă аталанакан наукăпа техника ĕмĕрĕнче çăмăллăнах «вуланакан» пулса тăчĕ. Çавна май ăна пенопластпа капрон колготкирен ăсталас ĕç хускалчĕ. Тĕрĕслесе пăхнă тăрăх, çак материалсене пилотсăр вĕçекен аппаратсем «туймаççĕ». Пенопластăн пĕчĕк тăваткалĕсене капронпа çавăрса çыхнă хỹтлĕх карри çỹлтен çỹп-çап купи пек курăнать: çынна, вăл пурăнакан вырăна, çар хатĕрĕсене упрамалли чи шанчăклă япала.
Пирĕн округри волонтерсем çĕнĕ меле алла илеççĕ. Паллах, çỹлерех асăннă материал нумай кирлĕ. Ял-паççулкка гражданĕсенчен пулăшу ыйтатпăр. Енчен те сирĕн кил-хуçалăхра усă курма туяннă электрооборудовани (холодильник, телевизор йышши япаласен) коробкисенче упранса юлнă пенопласт пулсан, тархасшăн, ăна пирĕн патăмăра çитерĕр. Кивĕ капрон колготкисем кашни хĕрарăмăн пур паллах; вĕсене ахаль вырттариччен е кăларса пăрахиччен пире парсан вырăнлăрах. Заказ фронтран килсех тăрать - хỹтлĕх карри çуллахи тапхăрта унта нихçанхинчен ытларах кирлĕ. Эпир - тылрисем - тăрăшмасан, хỹтĕлевçĕмĕрсем камран кĕтсе илĕç пулăшăва?
Волонтерсене кам - çỹлерех асăннă материалсемпе, кам укçа-тенкĕпе пулăшу кỹрес тет, пирĕнпе çак телефонпа çыхăнма ыйтатпăр: 8-927-860-92-93. Тата çак япаласене Шăмăршăри «Козерог» магазина, Христос çурални ячĕллĕ кивĕ чиркĕвĕн трапеза çуртне илсе пыма юрать.
Н.Константинова,
Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.