«Çĕр-шывăмăр - пĕрре, шăпамăр - пĕрре, вăл - РАÇÇЕЙ!»
Çĕр-шывăмăр Аслă Аттелĕх вăрçинче фашизмла Германие çĕнтернĕренпе 81 çул çитрĕ. Вăхăт нумай иртнĕ пулин те, халăхăмăрăн фронтри паттăрлăхĕ, тылри хастарлăхĕ паянхи ăрăвăн асне ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçрĕ. Çакна Шăмăршăри Культура керменĕнче йĕркеленĕ вĕренỹ учрежденийĕсен пуçламăш профсоюз организацийĕсен «Çĕнтерỹ ячĕпе» конкурсĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, мероприяти «Хорсен тупăшăвĕ» форматпа иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерỹ кунне, Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалларĕç.
Фестивале округри 4 ача сачĕн тата 4 шкулăн хор коллективĕсем хутшăнчĕç, кашниех патриотизмпа витерĕннĕ икĕ юрра шăрантарчĕ. Юрăсенче çак темăсем пулчĕç: çуралнă кĕтес, Тăван çĕр-шыв илемĕпе хăвачĕ, Раççей хỹтĕлевçисен паттăрлăхĕ, халăхсен туслăхĕпе пĕрлĕхĕ.
Чуна витермелле пысăк ăсталăхпа юрларĕç вĕрентỹ сферин ĕçченĕсем. Куракансен куçĕ умне çапăçу хирĕнчи салтакăмăрсем, тылра ырми-канми вăй хунă хĕрарăмсемпе стариксем тата ачасем, халĕ ятарлă çар операцийĕсенче тăнăçлăхпа тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекенсем яр уççăн тухрĕç. Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн чăваш, тутар, вырăс, ирçе наци çи-пуçĕллĕ юрăçисем «Мы - один народ» юрра янратнă чух вырăнти халăхсен туслăхĕпе пĕрлĕхĕшĕн кашниех мăнаçланчĕ паллах!
Жюри сцена çине конкурса пĕтĕмлетме тухсан залран темиçен:
- Пурте лайăх юрларĕç! - тени хăех конкурс ăнăçлăхне татса пачĕ.
Пултаруллă коллективсем пурте лауреат ятне тивĕçрĕç. 2-степеньлĕ лауреат пулма - Палтиел вăтам шкулĕн, 1-степеньлĕ лауреат пулма Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн хорисчĕсем ăсталăх çитерчĕç. Гран-прие вара Шăмăршă вăтам шкулĕн хор коллективĕ çĕнсе илчĕ.
Асра юлмалли пулăм: фестивальте Шăмăршă округĕнчи «Паттăрсен çемйисем» вокал ансамблĕ (ертỹçи - Ольга Ичанкина) - республика шайĕнчи «Хамăрăннисем çинчен - юрăсем» («Песни о СВОих») конкурс лауреачĕ - «Это - просто война» юрăпа сцена çине тухрĕ. Ку ансамбльте юрлакан хĕрарăмсене - СВО участникĕсен амăшĕсене, мăшăрĕсене тата пĕр тăванĕсене - республика конкурсне хутшăннине ĕнентерекен сертификатпа лауреат Дипломне чаплă лару-тăрура пачĕç. Мăнаçлăх!
Концерт программине Культура керменĕ çумĕнчи «Антонина» Халăх ача-пăча ташă ансамблĕ, «Шемуршиночки» ташă ансамблĕ (ертỹçи - Антонина Нефедова), Шăмăршă вăтам шкулĕн 11-класĕ (ертỹçи - Валентина Кузьмина) ытарайми ташăсемпе чĕрĕлĕх кỹчĕç.
«Хорсен тупăшăвĕ» вĕрентỹ сферин коллективĕсене пĕрлештерессинче тĕп вырăн йышăнать. Патриотизмла юрăсем вара Раççей çĕр-шывĕн хăватне туйма пулăшрĕç. Шанатпăр: паян СВОра çапăçакан САЛТА-КĂМĂРСЕМ нацизма çĕнтереççех!» (Светлана Жилкина, округри вĕренỹ учрежденийĕсен пуçламăш профсоюз организацийĕсен председателĕ).
«Юрăсем куçран куççуль кăларчĕç, вăрçă хăрушă пулăм иккенне çĕнĕрен туйтарчĕç, унпа пĕрлех пире МИРШĔН пĕр çын пек кар! тăрса кĕрешмеллине ас тутарчĕç» (Светлана Павлова, округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ).
Зинаида СВЕКЛОВА.