Салтаксене - пулăшу
Ятарлă çар операцийĕнче тăракан салтакăмăрсем валли пирĕн округран черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ - 6 кубла метр хăма - ăсанчĕ. Хальхинче çак пархатарлă ĕçе Шăмăршă лесничестви турĕ. СВО зонине гуманитари тиевĕ хатĕрлесе ярассине лесничество директорĕ, Пĕрлĕхлĕ Раççей партин «Ешĕл экономика» проекчĕн координаторĕ Александр Цыганов тата çак парти членĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Петр Майоров йĕркелерĕç.
Запорожье тăрăхне леçнĕ строительство материалĕпе çар техники тата хĕç-пăшал упрамалли вырăнсем тума усă курĕç.
И.ПЫРКИНА,
Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ.