Шыв ыйтăвне татса парĕç-ши?

РЕДАКЦИЕ килнĕ çын Шăмăршăри Комбинат тăрăхĕнчи урамсенче тăтăшах шыв пулманни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕ.

Çак ыйтăва эпир «Коммунальник» ОАОна çитертĕмĕр. Чăнах та, Комбинат тăрăхĕнче пăрăх шăтса юрăхсăра тухнипе шыв пыма чарăннă. Хальхи вăхăтра аварие пĕтернĕ, анчах та слесарьсем кивелсе çитнĕ пăрăхсем урăх шăтмĕç тесе шантараймаççĕ.

Шăмăршăра 3 километр тăрăшшĕ водопровод авариллĕ лару-тăрура пулнине округ администрацийĕнче те пĕлеççĕ. Çак ыйтăва район прокуратури те çирĕп контроле илнĕ. Шыв пăрăхĕсене кăçал улăштарасса кĕтетпĕр.



15 мая 2026
15:19
Поделиться