Шывра асăрхануллă пулмалла
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн администрацийĕ кăçал шыва кĕме ирĕк панă вырăнсене официаллă йĕркепе çирĕплетнĕ. Вĕсем: Кивĕ Чукалти Пăчăрлă çырми çинчи пĕве, Карапай Шăмăршă вăрманĕнчи Маншур кỹлли, Шăмăршăри пĕве, Пуянкасси çумĕнчи пĕве, Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕве.
Округ администрацийĕ йышăннă постановленире шыва кĕмелли вырăнсене кашни кунах тĕрĕслесе тăмаллине, пляжсенче шывра асăрхануллă пулма чĕнекен информаци стенчĕ вырнаçтармаллине, уйрăмах шăрăх кунсенче дежурство йĕркелемеллине палăртнă.
Администраци ашшĕ-амăшне хăйсен ачисем çу кунĕсенче ăçта каннине çирĕп контрольлесе тăма чĕнсе калать. Вĕсене шыв хĕррине хăйсене кăна яма юрамасть, шыва кĕме Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн бассейнне çỹрени хăрушлăхсăр пулни çинчен аса илтерет.