Сăн ỹкерчĕксен шутне ỹстерсен аванччĕ
Эпĕ тăван округ хыпарĕсемпе кăсăклансах тăратăп. Майăн 1-мĕшĕнче хамăр тăрăхри ĕçченсен сăнĕсене чаплă лару-тăрура Хисеп хăмине кĕртнине те çулсеренех сăнатăп. Унта тĕрлĕ профессири ĕç маякĕсене кĕртнине питĕ ырлатăп. Чăн та, пĕлччĕр хисеплĕ ĕçченсене кунта пурăнакансем, хăнасем.
Манăн ку енĕпе сĕнĕвĕм те пур. Округăмăр пысăках мар пулин те, ĕçпе чапа тухнисем сахал мар пирĕн. Çулсерен Хисеп хăми çине 16 çын сăн ỹкерчĕкне вырнаçтараççĕ. Ман шутпа, вĕсен шутне ỹстермелле. Акă кỹршĕллĕ патăрьелсемпе елчĕксем ĕçре малта пыракансен 20-шер çын сăнне Хисеп хăми çине вырнаçтараççĕ. 16 портрет çумне тата 4-шне хушасси - чăрмав мар: ку чыса тивĕçлĕ кандидатура та, вырăнĕ те çителĕклех. Çакна округ администрацийĕ шута илессе шанатăп. Тен, ман сĕнỹпе килĕшекен татах тупăнать?
М.Левендеева,
Шăмăршă ялĕ.