Сăвăс чир ертме пултарать
Юлашки çулсенче сăвăс нумайлансах пырать. Вĕсем йышăнакан лаптăксем те ÿсеççě. Юр кайсанах хěллехи ыйхăран вăранаççě вĕсем – пĕчĕк те каварлă, юн ĕмме юратакан сăвăссем. Вĕсем чылай тăрăхра анлă сарăлнă. Активлăхě апрель-октябрь уйăхěсенче уйрăмах пысăк. Пěлтěр акă çак тапхăрта республикăри медицина учрежденийěсене сăвăс çыртнă 2127 çын пынă. Кăçал апрель уйăхěн икě эрни хушшинче 10 çынна шута илнě.
Вăрмантан кăна мар, уй-хиртен те çаклатса килме пулать вĕсене. Выçă сăвăссем чĕр чунсемпе çынсен шăршине туйса, утма çулсемпе пысăк çулсен хĕррисенче пухăнаççĕ, курăк, тĕм çине пĕр метртан ытла мар çуллĕшне хăпарса майлă самант кĕтсе лараççĕ. Çынсем иртсе пынă чухне тум-тиртен çакланаççĕ, шалалла кĕрсе çара ÿте чи çÿхе тĕлте: хăлха хыçне, хул айне, мăй çине, хырăм тĕлне тăрăнаççĕ. Юн ĕмме тытăнасси çи-пуçран çакланнă хыççăн вăтамран пĕр сехетрен пуçланать.
Этем çине лекнĕ сăвăс юн ĕмнипе пĕрле хăйĕн сурчăкĕпе пĕрле çын организмне тĕрлĕ инфекци чирне пуçарса яракан микробсем, вируссем лектерме пултарать.
Сăвăс ертекен чирсем пирки Чăваш Республикин Гигиенăпа эпидемиологи центрěн энтомологĕ Дина Григорьевна Алексеева каласа парать:
- Сăвăссем çынна вирус энцефаличě (пуç мими шыçни), боррелиоз е Лайм чирĕ, туляреми, эрлихиоз, Анăç Нил сив чирě ертме пултараççě. Пирěн республикăра асăннă списокран кашни çулах сăвăс боррелиозĕпе (тепěр ячě Лайм чирě) аптракансене палăртаççě. Уйрăммăн илес тěк, сăвăс вирус энцефаличě - çивěч инфекци чирě, тěп нерв тытăмне сиенлет, нумай енлě клиника паллисемпе, йывăрлăхěпе уйрăлса тăрать. Вăл мěн патне илсе çитерет-ха? Пěтěмпех сывалса çитнинчен пуçласа сывлăх йывăр сиенленсе инвалида тухни е вилни те тěл пулать.
Сăвăс боррелиозě те - çивěч инфекци чирě. Вăл ерсен ÿт, сыпăсем, нерв тытăмě, чěре сиенленеççě. Час-часах вăраха каять. Йывăрлансах пырсан инвалида кăларать, вěлерме те пултарать. Сăвăс боррелиозĕнчен хÿтĕлекен вакцина çук. Çавăнпа профилактикăн тĕп тĕллевĕ - харпăр хăй сыхлăх мелĕсене çирĕп пăхăнни.
- Çак чирсем çынна хăçан тата мěнле куçаççě?
- Тěпрен илсен, сăвăс çын ÿтне тăрăннă хыççăнхи пěрремěш минутсенчех. Çыртнă чухне сăвăс сĕлекипе пěрле сурана энцефалит вирусне тата ыратнине туйтарман япаласем ярать, çавăнпа та çын вăл тăрăнса ларнине сисмест те. Сăвăс юн ěмекен вырăнта 6-12 сехетрен кăна кĕçĕтме, ыратма тытăнать. Вăрмана каймасăрах чир ертни те сахал мар. Сăвăс кăмпана, чечексене, туратсене, выльăх çăмне, çи-пуçа çыпăçса килме пултарать. Тăрăннă сăвăса пусса лапчăтсан тата çыртнă ÿте хыçсан вирус юна хăвăрт сăрхăнса кěрет.
Энцефалит вирусěпе инфекциллě качака е ěне сěтне вěретмесěр ěçсен, унран хатěрленě тăпăрча, хăймана, турăха çисен те сиенленме пулать. Çавăнпа усă курас умěн сěте вěретмелле!
- Сăвăс тăрăнса ларсан мěн тумалла?
- Хăвăртрах çывăхри травматологи пунктне медицина пулăшăвě ыйтма каймалла. Май çук пулсан, ăна питě асăрханса кăлармалла. Çак ěçе мěн чухлě васкарах тăватăр - çавăн чухлě лайăхрах. Сăвăса çапла кăлармалла: çип илмелле, ункăласа çыхмалла, унпа сăвăса ÿте тăрăннă тěлте çаклатмалла, сехет йěппи куçнă май çавăра-çавăра кăлармалла. Туртса кăларма юрамасть, унсăрăн сăвăсăн çăварěн чăрăш евěр хатěрě мěн пур инфекципе пěрле сирěн ÿтрех юлать. Пинцетпа та усă курмалла мар. Çак кăпшанкăн сěлеке парěсем хырăмě таранах вырнаçнă, хěстерсен сěлеки сирěн юна юхса тухě.
Çыртнă тěле 70% спиртпа е 5% йодпа, е одеколонпа дезинфекцилемелле. Сăвăса кăларнă хыççăн алла супăньпе çумалла. Унăн пуçě е сăмси татăлсан ÿтре хура пăнчă юлать, ăна 5% йодпа темиçе хут сěрмелле.
Хăвăр тěллěн кăларнă сăвăса шывпа кăшт йěпетнě хут салфетка вырнаçтарнă таса савăта, пробиркăна, пěчěк банкăна хумалла та Чăваш Республикин Гигиенăпа эпидемиологи центрěн вируссен лабораторине илсе каймалла. Вăл çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Мускав проспекчě, 3 Д çурт. Телефонě: 58-39-70. Кунта сăвăс чирлě пулнипе пулманнине тěрěслěç. Пĕлтĕр çынсем çине лекнĕ 2515 сăвăса тĕрĕсленĕ, Лайм инфекциллě 242 сăвăса тупса палăртнă.
Сăвăс тăрăннă хыççăн 21 кун хушшинче инфекци паллисем - температура ÿсни, пуç ыратни, çаврăнни, ăш пăтранни, хăстарни - пулсан медицина пулăшăвě ыйтмалла. Сăвăс çыртнă çыннăн хăй пурăнакан вырăнти инфекционист е терапевт патĕнче тĕрĕсленсе тăмалла.
- Сăвăсран мěнле хутěленмелле?
- Чи лайăххи - тěрěс тумланни тата хăрушсăрлăхăн ансат йěркисене пăхăнни. Вăрмана кайнă чухне пуçа тутăр çыхмалла, карттус е капюшон тăхăнмалла, ĕнсене хупламалла. Кĕпене, свитера шăлавара, унăн пĕççисене вара - чăлха ăшне чикмелле. Çанă манжечĕ алла çăтă тытса тăтăр. Çи-пуç пĕр тĕслĕ е çутă пулсан лайăх - ун çинче сăвăс тÿрех курăнĕ.
Вăрмантан тухсанах çи-пуç çине сăвăс çаклатманнине тĕрĕслĕр. Вăрманта чухне те кашни 2 сехетре тумтире тĕрĕслесе илĕр. Киле çитсен çи-пуçа хывса кашни хутламне тимлĕн пăхса тухăр. Чĕр чунсене тĕрĕслеме те ан манăр. Тин татнă чечек-курăка, çиелти çи-пуçа, пушмака пÿрте илсе ан кěрěр - вěсем çинче сăвăссем пулма пултараççě.
Çак кăпшанкăна хăратакан препаратсемпе усă курма юрать. Хальхи вăхăтра аптекăсенче çиелти тума хурт-кăпшанкăран хутěлеме тěрлě препарат сутаççě. Анчах вěсемпе питě асăрхануллă пулмалла.