Тĕрĕслеве хатĕр-и?

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсенче юлашки шăнкăрав янăрич- чен шутлă кунсем çеç юлчĕç. 9-, 11-классенче пĕлỹ пухакансемшĕн вара питех те яваплă тапхăр - экзаменсем тытасси - пуçланĕ.

Хатĕр-и-ха пирĕн пулас выпускниксем патшалăхăмăрăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕ (ППА - ГИА) витĕр тухма?

Шăмăршă муниципалитет округĕнче халĕ 4 вăтам шкул. Педагогсен канашлăвĕсен ларăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, ППА памашкăн 9- (142 çамрăк), 11- (45 çамрăк) классен пур выпускникне те ирĕк панă. Шкултан вĕренсе тухакансем пĕрлехи патшалăх экзаменĕ (ППЭ - ЕГЭ) тата патшалăхăн тĕп экзаменĕ (ПТЭ - ОГЭ) витĕр тухмашкăн заявлени çырнă, ППА ирттермелли тата ун результачĕсене пĕлмелли йĕркесемпе паллашнă.

11-класс выпускникĕсем пăрăнми (обязательные) экзаменсене вырăс чĕлхипе тата математикăпа параççĕ. Профиль математикине - 27 (60 про- цент), база математикине 19, химие - 6, физикăна - 11, историе - 6, обществознание - 21, биологие - 9, информатикăна 4 вĕренекен суйланă.

Тăххăрмĕшсем 4-шар экзамен тытĕç: вырăс чĕлхипе тата математикăпа (пăрăнми экзаменсем) тата иккĕшĕ - хăйсем суйланă предметсемпе. Сывлăх тĕлĕшĕпе хавшакрах (ОВЗ) икĕ выпускникăн пĕлĕвне вырăс чĕлхипе тата математикăпа кăна тĕрĕслĕç.

Экзаменсем Шăмăршă вăтам шкулĕнче иртеççĕ. Кунти экзамен иртекен 4 кабинетра онлайн-видеосăнав йĕркеленĕ. Округри 21 педагога - ППЭ ирттермешкĕн, 44 педагога ПТЭ ирттермешкĕн явăçтармалла. Çавăн пекех экзаменсенче обществăн 6 сăнавçи (экзамен паман çамрăксен ашшĕ-амăшĕ) пулĕç. Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен 2 медицина ĕçченĕ юнашарах тăрĕç.

ППЭ ирттерме хутшăнакан педагогсем кăçалхи майăн 4-5- тата 14-мĕшĕсенче ачасемпе пĕрле Пĕтĕм Раççейри хăнăху (тренировка) витĕр тухрĕç.

ППЭне суйлав мелĕпе паракансемшĕн (11-класс) экзаменне Патăрьелĕнче тата Канашра ирттереççĕ. Экзаменсене тĕрĕс-тĕкел ирттермешкĕн электро- энергипе вĕçĕмсĕр тивĕçтерме резервра энергогенераторсем пур.

Патшалăхăн пĕрлехи аттестацийĕ вăхăтĕнче экзаменсене лăпкă лару-тăрура ирттерме, унта хутшăнакансен сывлăхĕпе пурнăçне упрама комплекслă мерăсем йышăннă.

Экзаменсемччен вĕсене тытакансемпе педагогсене, сăнавçăсене куçса çỹремелли схемăсем хатĕр пулĕç; ĕçмелли шывпа, типĕ паекпа тата аптечкăпа тивĕçтермелли ятарлă вырăнсем уйăрăпăр; эвакуацишĕн яваплисене палăртăпăр.

Процедура умĕн экзаменшăн яваплă ертỹçĕ - экзамен йĕркелỹçисене ракета е пилотсăр вĕçекен аппарат (БПЛА) хăрушлăхĕ пулас пулсан - мĕн тумалли пирки инструктаж йĕркелет. Организаторсем вара экзамен тытакансене ку хăрушлăх вăхăтĕнче ăçта каймаллине ăнлантараççĕ.

Выпускниксене илсе çỹрекен автобуссене те ĕçмелли шывпа, типĕ паекпа тата аптечкăпа тивĕçтерме палăртнă.

Шансах тăратпăр: экзаменсем ирттермешкĕн нимле чăрмав та пулмĕ; пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекен çамрăксем патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕ витĕр ăнăçлă тухĕç, çирĕп пĕлỹ кăтартĕç, малалла вĕренмешкĕн кирлĕ чухлĕ балсем пухĕç. Çапла пултăр...

Н.ЕНДИЕРОВ,

округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен пайĕн начальникĕ.



15 мая 2026
15:20
Поделиться