Çула «саплаççĕ» тăрăшса
«ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛ-ВЫРĂС ЧУКАЛ» трасса хĕлле тата çуркунне нумай сиенленни çинчен ку тăрăхра пурăнакансем пăшăрханса калаçатчĕç. Округ ертỹçисем халăх сăмахне илтрĕç: çак кунсенче «Дортстарт» ООО асфальт çула «саплама» пуçăнчĕ. Çул тăвакансем çак ĕçе «ямочный ремонт» теççĕ. Шăтăк-путăка якатса тухни транспорт хатĕрĕсене чăрмавсăр çỹреме май парать.