Вĕлле хурчĕ вĕçĕ-ши?

Вĕлле хурчĕ вĕçĕ-ши?

«УТАРÇĂ - вĕлле хурчĕшĕн тарçă», - тенĕччĕ эпĕ хамăн пĕр статьяра. Чăнах та, пыл илес тесен утарçăн питĕ нумай тăрăшма тивет. Çак йывăр та канăçсăр ĕçре кашни çынах пултараймасть. Кунта чăтăмлăхпа тỹсĕмлĕх те, ăсталăх та, çивĕч ăс-тăнпа чун хавалĕ те кирлĕ. Урăхла каласан, çак ĕç патне туртăм пулмасан ăнăçу кĕтни - кăлăхах.

«Утарçăн çакăн пек тĕп пахалăхсем пулмалла: яваплăха туйни, хăвăрт йышăну тума пултарни тата сиплевçĕ пĕлĕвĕ», - çапла шутлать Шăмăршăра пурăнакан Николай Сапруков.

Николай Георгиевич çултан çулах утарçă ĕçĕ йывăрланса пынине палăртать. Экологи катастрофи - вĕлле хурчĕсем нумай вилни, тепĕр чух çемйипех пĕтни - хытă пăшăрхантарать.

Акă округри нумай утарçăн вĕлле çемйисем кăçалхи çуркуннене кĕтсе илеймен: çывăхартса кăна шутласан та, 300 ытла вĕлле пỹрчĕ пушанса юлнă. Чуна çỹçентерекен, чĕрене ыраттаракан цифра! Хăш-пĕр утарçăн вĕлле хурчĕсем веçех вилсе пĕтнĕ. Ларса йĕрсен те, нимĕн те тăваймăн: пушă вĕллесене ăнсăртран çăвăр (рой) пырса ерессе кĕтесси çеç юлать.

Утарçăсем вĕлле хурчĕсем вилнин тĕп сăлтавĕ уй-хире химикатсем пĕрĕхни-сапни тесе шутлаççĕ. Хăш-пĕр фермер акнă лаптăксене пестицидсем хăçан сапасси çинчен никама та пĕлтермест, çапла вара Раççей Федерацийĕн хурт-хăмăр ĕрчетесси çинчен калакан саккунне сĕмсĕррĕн пăсать. Саккунпа килĕшỹллĕн, утарçăсене хире пестицид сапиччен 5 кун маларах пĕлтерсе хумалла.

Ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли хими япалисем - нектарпа тата пыльцапа пĕрлешсе - вĕлле хурчĕсен çемйине хавшатаççĕ, çапла вара пыл илесси нумай чакать.

Вĕлле хурчĕсене чир-чĕр те нумай сиен кỹрет. Чи анлă сарăлни - варратоз. Утарçăн вĕлле хурчĕсене сиплеме пĕлмелле - хăй ветеринар пулмасан, ăна урăх никам та килсе пулăшмĕ. Варратоз сăвăсĕсĕрпуçне, ытти чир те нумай: брау- лез, нозематоз, амебиоз, паратиф, аспергиллез, аскосфероз... Ветеринарсем вĕлле хурчĕсемшĕн хăрушă 15 чире палăртаççĕ.

Ĕлĕкрех - колхоз-совхоз пур чухне - районта хурт-хăмăр енĕпе ятарлă зоотехник пурччĕ. Халĕ утарçăсене никам та канаш параймасть. Хăшĕсем - пĕли-пĕлми сиплесе, имçампа тĕрĕс мар усă курса - вĕлле хурчĕсене тата та ытларах сиен тăваççĕ.

Округра пыл паракан культурăсем сахал акни те утарçăсене хытă пăшăрхантарать. Чăнах та, юлашки çулсенче фермерсем хĕвел çаврăнăш лаптăкне чылай ỹстерчĕç. Çав вăхăтрах хура тул, донник, козлятник, клевер, фацели çитĕнтерме тăрăшмастпăр. Пирĕн фермерсем - вĕлле хурчĕ шăркалантармасан - хĕвел çаврăнăш пуçĕ пуш-пушă пуласси пирки пачах та шутламаççĕ. Хура тул тухăçĕн - 60, люцернăн - 70-80, хĕвел çаврăнă- шăн 100 процентне вĕлле хурчĕсем ỹстереççĕ.

Çакна палăртмалла: пирĕнпе кỹршĕллĕ Патăрьел, Елчĕк тата Комсомольски округĕсенче юлашки çулсенче пыл паракан культурăсен лаптăкне 2-3 хут пысăклатнă пулсан, Шăмăршă тăрăхĕнче чакарнăçем чакарса пыраççĕ. Вĕлле хурчĕсен çемйисем те сахалланаççĕ.

Килти сад пахчине тухса пăхăр-ха: çеçке çурнă улма-çырла йывăççисем çинче халĕ унчченхи пек вĕлле хурчĕсем йышлăн сĕрленине кураймăн. Вун-вун чечеклĕ улăхра та - шăп-шăпăрт...

ПАЛЛĂ поэтăн Осип Мандельштамăн «Возьми на радость из моих ладоней» сăвви асăма килчĕ:

«Нам остаются только поцелуи,

Мохнатые, как маленькие пчелы,

Что умирают, вылетев из улья...»

Ив.САЛАНДАЕВ.



15 мая 2026
15:21
Поделиться