Юрать-ха, больницăна илсе çитернĕ

ÇАК кунсенче пирĕн округри пĕр ялта пурăнакан 74 çулти арçын шашлăк çинĕ чух апатпа чыхăнса кайнă, какай татăкĕ пырне ларнипе сывлаймиех пулнă.

Арçынна «Васкавлă пулăшу» фельдшерĕсем Патăрьел больницине илсе çитернĕ. Реанимаци уйрăмĕнче ăна тухтăрсен мульти-дисциплина команди кĕтсе тăнă - йышра эндоскопист, реаниматолог тата хирург пулнă. Вырăнти анестезипе 6,0х0,6 сантиметр пысăкăш аш касăкне касса кăларнă та, шурă халатлисем пирĕн ентеше вилĕмрен çăлса хăварнă.

С.ИВАНОВ.



15 мая 2026
15:23
Поделиться