«Юрист пулас килмест-и?»

Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче кунтан вĕренсе тухнă Дария Копыловăпа тĕл пулу иртрĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕ ачасене университетри вĕренỹпе тата студентсен пурнăçĕпе паллаштарчĕ, хăйне панă ыйтусене хуравларĕ. Унтан вĕренекенсем интерактивлă квест-вăйă урлă юрист профессийĕн тĕнчине лекрĕç.

Çакăн пек тĕл пулу ачасене професси суйлавĕнче ырă витĕм кỹресси куç кĕрет.

Н.Угарина ,

Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.



15 мая 2026
15:27
Поделиться