Александр Егоров: «Хамăрăн механизаторсемпе мухтанатăп»
ОКРУГРИ чи пысăк фермер хуçалăхĕсенчен пĕринче - Шăмăршăри Александр Егоров уй-хирĕнче - çур аки кал-кал пырать. Александр Петровичпа эпĕ ирпе 7 сехетрех тĕл пулса калаçрăм.
- Петрович, калăр-ха, ĕçе миçере çитетĕр?
- Хăçан мĕнле: çумăрлă кун ытларах çывăратăн, уяр кун вара - тăваттăра-пиллĕкрех ура çинче. Çанталăк май паманнипе кăçал çур аки вăраха кайрĕ. Çавăнпа та васкама тивет, лайăх кун кашни сехетпе тухăçлă усă курма тăрăшатпăр.
- Ĕç калăпăшĕ, чăнах та, пысăк. Кĕр тырри хăй кăна - 250, нумай çул ỹсекен курăк 100 гектар. Эсир вĕсене минерал удобренийĕпе вăхăтра апатлантарнă. Пăхатăн та, парка та илемлĕ ỹсекен калча чуна савăнтарать.
- Çапла, кĕрхи тулăпа люцерна лайăх хĕл каçрĕç, Владимир Матвеев механизатор «Туман» агрегатпа апатлантарнă хыççăн куç умĕнчех çĕкленсе пыраççĕ.
Кĕр тыррине сỹреленĕ çĕрте Ирфан Усьманов механизатор питĕ тăрăшса ĕçлерĕ. Вăл - икĕ трактор «хуçи», чăннипех те, ылтăн алăллă çын.
Тырă акакансенчен Николай Тихонова, Александр Павлова, Николай Харитонова мухтамалла. Вĕсен ĕçне пĕрре те тиркеме çук, вырăсла каласан: «на совесть» тăрăшаççĕ.
Паянхи куна 67 гектар - пăрçа, 60 гектар - сĕлĕ, 120 гектар - çурхи тулă, 250 гектар - урпа, 300 гектар ытла хĕвел çаврăнăш акрăмăр. Çу паракан культура пурĕ 550 гектар йышăнĕ.
Тырă акса пĕтерсен черетре - куккурус. «Уй-хир пики» валли 65 гектар çĕр хатĕрлерĕмĕр. Вăрлăх та, минерал удобренийĕ те, солярка та çителĕклĕ. Пĕртен-пĕр чăрмав: хăш-пĕр хирте техникăпа кĕме йывăр йĕпе вырăнсем пур.
Çанталăк паянхи пек лайăх тăрсан çитес эрнере «ака пăтти» çиме шутлатпăр, унта Сире те чĕнетпĕр. Мĕн каласан та, «Шăмăршă хыпарĕ» - хресчен хаçачĕ вĕт-ха, пирĕн тĕллевĕмĕр те, нушамăр та пĕрре: çĕр-аннешĕн канăçа пĕлмесĕр тăрăшса ытларах тухăç илесси.
Ив.САЛАНДАВ.